Чăвашла-вырăсла словарĕн пĕрремĕш томĕ кун çути курчĕ

Категория: В республике Опубликовано: 30.11.2021, 09:51 Просмотров: 136

Тăван чĕлхене тата культурăна упраса хăварас ĕçре словарьсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вĕсенче халăх тавра курăмĕ, аталанăвĕ, пурнăçĕ палăраççĕ. Икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ сăмахсарсем уйрăмах кирлĕ. Чăваш тата тĕрĕк лексикографийĕнче тĕрлĕ çулта пичетленнĕ пысăк калăпăшлă вырăсла-чă- вашла (1951, 1971), чăвашла-вырăсла (1961, 1982, 1985) словарьсем паянхи кун та алăран каймаççĕ. Анчах та пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çĕнĕлĕхпе пĕрле тĕрлĕ сăмахсем пурнăçа кĕреççĕ, халăхра аталанаççĕ. "Аслă çултисем астăваççĕ-тĕр: иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче йĕркеллĕ чăваш çемйинче кашнинчех хулăн та ỹкер- чĕклĕ кĕнеке - М.И. Скворцов редакциленĕ "Чăвашла-вырăсла словарь" - пурччĕ. Вăл пичетрен тухнăранпа халĕ ĕнтĕ хĕрĕх çул çитсе пырать. Çак вăхăтра çĕршывра, халăх кун-çулĕнче тĕрлĕ улшăну чылай пулса иртрĕ. Пач кĕтмен япаласем пурнăçа кĕчĕç, вĕр çĕнĕ пулăмсем палăрчĕç, урăх йышши хутшăнусем йĕркеленчĕç. Вĕсем пирĕн пуплеве те самаях улăштарчĕç. Чĕлхемĕр çĕнĕ сăмахсемпе, хальччен пулман пĕлтерĕшсемпе пуянланчĕ, кивелнĕ ятсем вара айккинелле сирĕлчĕç, манăçа туха пуçларĕç", - тесе палăртнă "Чăвашла-вырăсла словарь. Чувашско-русский словарь" çĕнĕ кăларăмăн "Умĕн каланинче".

Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ, ăна хăй пурăннă чухне М.И. Скворцов (1933-2016) хатĕрленĕ, анчах пичетлеме ĕлкĕреймен. Словарь икĕ томран тăрать, хальлĕхе пĕрремĕш томĕ тухнă. Унта чăваш алфавитĕнчи А-Р сас паллисенчен пуçланакан 30 000 яхăн сăмах кĕнĕ. Ăслăлăх редакторĕсем - Г.А. Дегтярев, А.П. Долгова, И.П. Семенова, издательство редакторĕсем - Н.В. Вечеркина, А.Г. Майорова. Кăларăма Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх канашĕ йышăннипе пичетленĕ.

Ку словарьте çĕнĕ термин чылай: информаципе коммуникаци, ăслăлăх пĕлĕвĕн хальхи отраслĕнче усă куракан сăмахсем, хальхи чиркỹ лексики вырăн тупнă. Кашни сăмаха ăнлантарнисĕр пуçне унăн этимологине те илсе панă. Сăмахран: "масмак (хĕрарăмсен тĕрĕллĕ пуç çыххи евĕр капăрлăхĕ) масмак (головное украшение женщин в виде вышитой повязки); сантал масмак ярко-красный масмак; масмак çых перевязать голову масмаком. Ар. (арабла) maznaka "ожерелье"; ошейник, шнурок для шляпы".

Çавăн пекех сăмахсарта тĕрлĕ патшалăх, Раççейри регионсен тата ытти географи объекчĕсен ячĕсене кĕртнĕ, мифологи терминĕсене тимлĕх уйăрнă.

Ольга ФЕДОРОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика