Наци проекчĕсене сутсе явнă

Категория: Публикации Опубликовано: 05.07.2019, 23:52 Просмотров: 382

Июлĕн  2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи стратегиллĕ аталану тата наци проекчĕсемпе ĕҫлекен Канаш президиумĕн ларăвне хутшăннă. 

Ларăва видео-конференци-ҫыхăну мелĕпе ирттернĕ. Ăна Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ – Канаш президиумĕн председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă.

«Административлă йышăнусене пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитернĕ. Укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене те туллин татса панă. Регионсене валли ҫитермелли укҫа виҫисем пур. Мĕн пур ыйтăва вăхăтра пурнăҫланă. Субъектсене тĕрев туллин куҫса пырать», – тенĕ Дмитрий Медведев. 

2019 ҫулта нацин 12 проекчĕпе ĕҫлеме 1,7 трлн тенкĕ ытла пăхса хăварнине асăннă, укҫа-тенкĕпе ҫĕршыври регионсем тĕллевлĕн усă курса пынине те палăртнă  вăл.

«Кăҫал ытти ҫулхинчен самай кăтартуллăрах ĕҫлесе пыратпăр. Палăртма кăмăллă, регионсем активлă ĕҫлеҫҫĕ. Ӳлĕмрен те хăвăртлăха ӳстерсе ĕҫлесе пымалла», – тесе чĕнсе каланă Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ.

Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахне вĕҫленĕ май, «Электронлă бюджет» информацисен тытăмĕпе анлăрах усă курма чĕнсе каланă мĕн пур ведомствăсене.

Ларура РФ регионĕсен хăш-пĕр ертӳҫисен доклачĕсене те итленĕ.  

Видеоканашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.  Укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн тата вăхăтра усă курса пымаллине чĕнсе каланă. Регионта наци проекчĕпе килĕшӳллĕн мĕн пур ĕҫсене туллин туса пымаллине  те асăрхаттарнă.  Объектсене пурнăҫа кĕртме пуҫламалли ĕҫ хучĕсене те утă уйăхĕ вĕҫлениччен вĕҫне-хĕрне ҫитермеллине асăннă республика Пуҫлăх.?

Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Республики федерацин 67 проектĕнчен 52-шĕпе тĕллевлĕн ĕҫлесе пырать, наци проекчĕн 11 программине туллин пурнăҫа кĕртет. 

2019 – 2024 ҫулсенче регионта наци проекчĕсемпе ĕҫлеме 77,1 млрд тенк. пăхса хăварнă. Вăл укҫаран федераци центрĕнчен – 28,6 млрд куҫать, республика хыснинчен – 18,5 млрд тенк.?  Чи пысăк укҫа автомашина ҫулĕсене сарма тăкакланать, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ пайне те самай тĕрев куҫни куҫкĕретех, пысăк кăтартусем те ҫакнах ҫирĕплетсе параҫҫĕ.  Чăваш Республикин хыснинче регион шайĕнче палăртса хăварнă проектсене пурнăҫа кĕртме пурĕ 2019 ҫул валли 9,9 млрд тенк.йышăнса хăварнă.

  (Хамёр корр?)?

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика