КĔСЬЕ телефонĕпе банк картти мошенниксемшĕн пысăк тупăш çăлкуçех пулса тăчĕç. Ултавçăсем çынсене чике тăршшĕ лартас тесе çĕр çывăрмаççĕ пулĕ. Юлашки вăхăтра уйрăмах вĕсем тивĕçлĕ канăва тухнисем е тата тăтăшах эмел туянакансем умĕнче ытларах шанăçа кĕни сисĕнет. Вĕсем килти телефон номерĕсем çине те шăнкăравлама пултараççĕ. Республикăри ШĔМĕн оперативлă хыпарĕсенчен кун пек тĕслĕхсем час-часах тĕл пулни паллă. Акă, ватă çынна аптекăран туянса тăнă имçамшăн компенсаци тивĕçнине питĕ ĕненмелле шăнкăравласа пĕлтернĕ. Ăна алла илес тесен банкри счет çине малтанхи суммăна куçармалла-мĕн. Хыпăнса ỹкнĕ хĕрарăм пысăк компенсаци илес тĕллевпе телефонпа каланă счет çине 12 пин васкавлăн çеç куçарса та панă... Çакнашкал шăнкăрав- сем пирĕн районта та пулма пултараççĕ. Сирĕнпе шанăçа кĕрсе калаçакан палламан çынна нимĕнле картта номерне те каламалла мар. Укçа куçарса пама ыйтни те ултав.
Ноябрь 2024 |