ÇЕМЬЕ, юрату тата шанчăклăх кунĕ район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ĕçченĕсемшĕн савăнăçлă та чун-чĕререн кĕтнĕ уяв. Ун чухне вĕсем йăлана кĕнĕ йĕркепе нумай-нумай çул пĕр-пĕрне юратса пурăнакан мăшăрсене, унсăр пуçне тĕрлĕ çулта çемье çавăрнă ырă тĕслĕхлĕ ашшĕпе амăшне саламлаççĕ. Июлĕн 8-мĕшĕнче е кăшт маларах çемьене "аист" пысăк парне кỹнисемшĕн те çак кун яланлăхах асра юлĕ. Сăмахран, Патăрьелĕнчи Петровсем малашне календарьти Çемье кунĕпе пĕрлех хăйсен туслă йышне хутшăннă виççĕмĕш ачин - Яночкăн - çуралнă кунне те паллă тăвĕç. Хĕрача кун çути курнăшăн ашшĕпе амăшĕ çеç мар, икĕ тетĕшĕпе тăванĕсем те чунтан хĕпĕртенĕ. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сас панă 150-мĕш пепке.
Сăмах май каласан, иртнĕ уйăхра çуралнă 27 ачаран тăххăрăшĕ çемьере пĕрремĕш, вуннăшĕ вара нумай ачаллă çемье йышне кĕнĕ.
Ноябрь 2024 |