Мирлĕ вăхăтра вăрçăра пулнисене пуç тайнă

Категория: Публикации Опубликовано: 09.07.2019, 09:51 Просмотров: 331

ИЮЛĔН 1-мĕшĕнче çулсеренех Раççейре çар тивĕçне вăрçă кĕрленĕ çĕршывсенче пурнăçланă ветерансен кунне паллă тăваççĕ. Ун пек салтаксем Сăкăтра та сахал мар. Чечняра, Афганистанра е ытти хĕрỹ точкăсенче службăра пулнисем, вĕсен çывăх тăванĕсемпе ял-йыш шăпах çак кун монумент умне митинга пуçтарăннă. Мирлĕ вăхăтра вăрçă çарĕнче пулнă 20 салтак-ветерана Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов çар комиссариачĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă. Мероприятие пуçтарăннисене, ветерансене ял тăрăх пуçлăхĕ Леонид Чернов тата интернационалист-салтаксен председателĕ Олег Муллин тăнăç та лăпкă пурнăç, çемьесенче килĕшỹ суннă. Çак паллă куна спорт мероприятийĕсем, культура ĕçченĕсен савăк юррисем тата ытларах пуянлатнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика