Юхма Ен - хăнасемшĕн яланах ăшă ен
Июлĕн 5-мĕшĕнче кун каçа çанталăк вылянчăк кăмăллă пулчĕ пулин те Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсен тата муниципаллă служащисен ХII хут йĕркелекен уявĕ ăнăçлă та тухăçлă иртрĕ.
Мероприятие сумлă лару-тăрура уçнă çĕре Чă-ваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, РФ сывлăх министерствин сывлăха çирĕплетес тĕлĕшпе ĕçлекен штатра тăман тĕп специалисчĕ, РФ сывлăх министерствин Н. А. Лопаткин ячĕпе хисепленекен урологипе интервенцилле радиологи наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ, РАН член-корреспонденчĕ Олег Аполихин профессор, район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правлени председателĕ, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев, РФ профсоюз организацийĕсен регионти патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен уйрăмĕн председателĕ Василий Харитонов, район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Спортпа культура уявĕ "Патăрьелĕм - савнă ен, илемлен, чечеклен!" театрализациленĕ композиципе пуçланчĕ. Районти культура учрежденийĕсемпе ачасен пысăк ушкăнĕ Патăрьелсен культура аталанăвĕпе пурнăçне сăнлакан сюжета питĕ витĕмлĕ, хăнасене тыткăнламалла кăтартса пачĕç.
Регион ертỹçи Михаил Игнатьев çакнашкал пархатарлă уявсене малалла та тăсмаллине, çакăн пек тĕл пулусем сывлăхшăн усăллă, ĕçшĕн тухăçлă пулнине, çав вăхăтрах патшалăх тата муниципаллă служащисене пĕр чăмăрта ĕçлеме пулăшнине палăртрĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче тата муниципаллă службăра нумай çул тăрăшса ĕçлекен Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхне Александр Кузнецова "Пĕтĕм Раççейри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пĕрлĕхĕ" ассоциацин "Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас ĕçри çитĕнỹсемшĕн" паллине, пирĕн район администрацийĕн организаципе тĕрĕслев пайĕн начальникне Алина Ильинана тата Комсомольски районĕнчи Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхне Юрий Лукиянова асăннă ассоциацин Хисеп грамотине парса саламларĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уяв хуçисене тепĕр пысăк парне те турĕ, Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçне çĕнĕ автомашинăн çăра уççине парнелерĕ.
Вăйлинчен вăйлисем ăмăртусенче çĕнтерчĕç
Спартакиадăна хутшăнакан 26 команда та чăн малтан уçланкă хĕрринчи кỹлĕрен старт илчĕ. Хутăш эстафетăн (унсăр пуçне 300 метр кросс тата 1000 метра велосипедпа чупасси кĕрет) пуçламăшĕ çакă пулчĕ. Ăшах мар шыв çỹçентерчĕ пулин те спортсменсем пурте 50 метрлă дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕç. Пуçламăш ăмăртурах пирĕн район спортсменĕсемшĕн малалла та хавхаланма сăлтав пулчĕ - пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕшсем - Муркашсем, виççĕмĕшсем - Елчĕксем.
Куракансемшĕн "Пуçлăх - пăхаттир" ăмăрту питех те кăсăклă пулчĕ. Çак хисеплĕ ята çĕнсе илес тесен ял пуçлăхĕсен тиевлĕ урапана хускатса чупма, 50 килограмлă миххе хулпуççи çине хурса кукленме, хапха урлă кире пуканне ывăтма тиврĕ. Пуринче те вăй, хăнăху кирлĕ. Пĕтĕмĕшле очкосене шутланă хыççăн Йĕпреç районĕнчи Д. Денисов чăн-чăн пăхаттир пулни палăрчĕ.
Спартакиадăра район администрацийĕсен пуçлăхĕсем утă çулассипе те тупăшрĕç. Патăрьелсем çак ăмăртăва та хăнасене тĕлĕнтермелле йĕркелеме пултарчĕç. Ĕлĕкхи утçи тапхăрне сăнлакан театрализациленĕ композици пурне те тыткăнларĕ. Ун хыççăн вара район администрацийĕсен пуçлăхĕсем çак ĕçре хăйсен вăр-варлăхне кăтартрĕç, пĕр лаптăк утта паккуса çавăрчĕç. Вĕсем пурте ку ĕçе начар мар пурнăçларĕç, тăрăшрĕç. Çапах та пирĕн район администрацийĕн пуçлăхне Рудольф Селиванова утă çулассипе çитекенни пулмарĕ.
Çак кун уçланкăра ытти тĕрлĕ ăмăрту та хĕрсех пычĕ. Волейболла (пирĕн команда пĕрремĕш вырăнта), мини-футболла вылярĕç (пирĕн команда виççĕмĕш вырăнта), ГТО нормисене (пирĕн команда пĕрремĕш вырăнта) тултарассипе тупăшрĕç, лашасем чупнине пăхса киленчĕç тата ытти те. Спартакиада условийĕпе килĕшỹллĕн, апат пĕçерекенсемпе вырăнсене капăрлатассипе те чи-чи лайăххисене палăртрĕç. Ку енĕпе те Патăрьелсем ыттисемшĕн кăтартуллисем пулни кăмăллă пулчĕ.
Уçланкăра хĕвел аннă хыççăн та сас часах лăпланмарĕ-ха. Район тата хула администрацийĕн сцена ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, юрларĕç-ташларĕç, чун валли нумай ыррине илчĕç.
А. ЕГОРОВА
Хаклав
Александр КУЛИКОВ, Чăваш Республикинчи Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правлени председателĕ, Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Ку таранччен эпир çакнашкал спартакиадăпа, программăпа тĕрлĕ района çитнĕ. Пур çĕрте те хăнасене лайăх кĕтсе илеççĕ, паллах. Анчах та Патăрьелсене ку тĕлĕшпе çитекенни çук-тăр. Вĕсен тараватлăхĕ, ырă кăмăллăхĕ, тирпейлĕхĕ пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Патăрьел çĕрĕ çинчен эпир çав тери пысăк хавхаланупа каятпăр.
Ноябрь 2024 |