ХĔВЕЛЛĔ те ăшă çу кунĕсем чылай çынна хавхалану кỹреççĕ, ĕçлес кăмăла та ỹстереççĕ. Патăрьелĕн- чи Крепков урамĕнче пурăнакансемшĕн вара вăл чăн-чăн асап. Юлашки темиçе çулта кунта пурăнакансем çу кунĕсенче хăйсен умĕнче пуçтарăнакан канализаци шывĕн шăршипе пуç ыратичченех аптăраççĕ. Çĕр айĕнчи пăрăхсенчен тапса тухакан шĕвĕ тислĕк куçа та кĕрет, урамра ỹсекен йывăç-курăка, илемлĕ çеçкесене те хăртать... Çакна пулах хур-кăвакал усракансем ăшă çумăр хыççăн вĕсене кỹленчĕке чăпăл тума та яраймаççĕ. Тĕрĕссипе каласан, çак урам пирки районта тухса тăракан "Авангард" хаçат страницинче те пĕр хутчен мар çырса кăларнă. Анчах пур пĕрех коммуналлă ĕçшĕн яваплă организацие "вăратма" çук курăнать. Çак каяш пирĕн мăнаçлăх шутланакан Пăла юхан шывне те сăрхăнать-çке... Унта вара çулла ача-пăча шыва та кĕрет, çынсем пулă та тытаççĕ...
Ноябрь 2024 |