Килĕшỹллĕх- çемье телейĕн никĕсĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.07.2019, 10:26 Просмотров: 287

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне çулленех районти ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсем асра юлмалли мероприяти хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Чыслава 65 çул килĕшỹре пурăнакан Шăнкăртамри Минсяетпа Гульчечек Юсуповсене, Алманчăри Михаилпа Мария Петровсене, 25 çул аллă-аллăн утакан Патăрьелĕнчи Семенпа Оксана Тарасовсене, пĕрлешнĕренпе 20 çул çитнине палăртакан Патăрьелĕнчи Дмитрийпе Наталия Федоськинсене, çемье сукмакне çулталăк каялла такăрлатма пуçланă Шăнкăртамри Наильпа Ризиля Шамбазовсене, Кзыл Камышри Данилпа Руфина Ахмадеевсене чĕннĕ.

Çемье вучахĕ кашнийĕн ялкăшсах çунать. Аслисем ывăл-хĕрĕпе савăнаççĕ, кĕçĕнреххисем ăрăва малалла тăсакан ача-пăча çуратса ỹстереççĕ.

Раççей Федерацийĕнче "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе чыслама 2008 çултан пуçларĕç. Унтанпа пирĕн районти 33 çемье çак чыса тивĕçрĕ. Вĕсенчен пĕри шăпах Шăнкăртамри Юсуповсем. 8 мăшăр вара "Юратупа шанчăклăхшăн", иккĕшĕ "Ашшĕ- амăшĕн мухтавĕ" орденсене илнĕ.

Гульчечек Фарахетдиновна Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Чкаловскинчи шкулта ачасене вырăс чĕлхипе тата литературипе вĕрентнĕ. Каярахпа пĕлĕвне Канашри учительсен институтĕнче тăснă. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех хăйĕн юратнă ĕçĕпе ĕçленĕ.

Минсяет Салахутдинович вара Жданов ячĕллĕ хуçалăхра физкультурăпа спорт ĕçне тирпейлесе пынă. Вăл ертсе пынипе кĕрешỹçĕсем, çăмăл атлетсем, велосипедистсем районта, республикăра малти вырăнсене йышăннă.

Юсуповсем 3 ача çуратса ỹстернĕ. Асли водительте, иккĕмĕшĕ агрономра ĕçленĕ. Хĕрĕ акăлчан чĕлхипе вĕрентекен учительница. Çемье çамрăк ăрушăн чăнах та кăтартуллă шутланать. Халĕ те вăр-вар-ха Минсяет абый. Вĕсен ячĕпе шăрантарнă юрă çеммипе ура хуçса ташласа та кăтартрĕ.

"Юратупа шанчăклăхшăн" медале тивĕçнĕ тепĕр çемье вăл - Петровсем. Вĕсем иккĕшĕ те "Ленинец" хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. 5 ача çуратса ỹстернĕ. Ăрăва малалла тăсакансенчен виççĕшĕ ялтах тĕпленнĕ. Валентина почтальонкăра ĕçлет. Геннадийпе Сергей ывăлĕ Шупашкарта тĕп- леннĕ.

Мария Александровнăпа Михаил Христофоровичсен çемйинче яланах юратупа килĕшỹ хуçаланать. Вĕсем çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче.

Пĕр-пĕрне пĕлес тесен пĕр пăт тăвар çимелле, тенĕ авалах. Чĕрĕк ĕмĕр пĕрле пурăнса Семен Витальевичпа Оксана Александровна Тарасовсем çакна çинех пуль тетĕп. Пĕр шăпа пĕрлештернĕ вĕсене. Томск облаçĕнче çуралнă Оксана. Ашшĕ-амăшĕпе Тăрăн ялне куçса килнĕ. Семенпа шкулта вĕреннĕ чухне пĕр-пĕрне куç хывнă. Алла аттестат илсен Шупашкарти çыхăну электротехникумĕнче вĕреннĕ, ĕçлеме пуçăннă. Семен Витальевич электромонтертан пуçласа Ростелекомăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн линипе техника цехĕн начальникне çитнĕ. Оксана Александровна районсем хушшинчи ЧСК Патăрьел филиалĕн аслă агентĕнче вăй хурать.

Çурт-йĕр çавăрнă. Сад ĕрчетнĕ. Ывăл ỹстернĕ Тарасовсем. Дмитрий Николаевичпа Наталия Владимировна Федоськинсем пĕр сăмахра пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне хисеплеççĕ, шанаççĕ, пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утаççĕ. Мăшăр садике те пĕрле çỹренĕ, пĕр шкулта вĕреннĕ. Студент çулĕсене те пĕрлех ирттернĕ.

Дмитрий Николаевич пенси фончĕн районти управлени- йĕнче, Наталия Владимировна социаллă хỹтлĕх пайĕнче ĕçлеççĕ. Федоськинсен 3 ача çитĕнет. Асли педагогика университетĕнче пĕлỹ пухать.

Çулталăк мăшăрпа пурăннине те палăртмасăр иртме çук. Шăпах йывăрлăхĕсем, татса памалли ыйтусем çавăн чухне ытларах çуралаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланма пĕлни çеç çемьене упраса хăвараять. Çак ятпа Шамбазовсене тата Ахмадеевсене саламларĕç.

Чыслава хутшăннисене ЗАГС пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н. Антонова тĕрлĕ ыйту парса çамрăксене пурăнма вĕрентекен хуравсене илчĕ.

Юбилярсене ăшă та ырă сăмахсем нумай каларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфраструктурăпа аталану пайĕн начальникĕ Р. Ямалетдинов, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ А. Горшкова, Шăнкăртам ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Д. Тазюков, Патăрьел, Алманчă ял тăрăхĕсен представителĕсем вĕсене малашне те çемье ăшшине упраса пурăнма сунчĕç. Алманчăсемпе Шăнкăртамсем музыка саламĕсем те хатĕрленĕ.

"Юратупа шанчăклăхшăн" ордена кăçал Нăрваш Шăхалĕнчи Исаевсен, "Юратупа шанчăк- лăхшăн" медале Çĕнĕ Ахпỹртри Чумеринсен çемйисем тивĕçнĕ. Николай Алексеевичпа Светлана Васильевна тата Николай Ивановичпа Татьяна Владимировна çемйисем авторитетлă, çамрăк мăшăрсемшĕн тĕслĕхлĕ.

Юлашкинчен ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина тепĕр хут пурне те Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика