Çитĕнỹсем савăнтараççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.07.2019, 10:41 Просмотров: 297

Вырсарникун - Раççей почтин кунĕ. Мĕнле ỹсĕмсемпе кĕтсе илеççĕ-ха çак отрасльте ĕçлекенсем уява? Ыйтăва уçăмлатма Елчĕк почтамчĕн ертỹçипе А. Головинапа сăмах пуçартăмăр.

- Çитĕнỹсем пирĕн те пурах. Чыслă лару-тăрура тăрăшуллă ĕçченсене ведомство наградисемпе чысласшăн. Вăл йышра çыхăну уйрăмĕсен ертỹçисем, операторсем, почтальонсем, сортировщиксем тата ыттисем те пур. Почта спартакиадин зонăри тапхăрĕн çĕнтерỹçисене те саламласа хăварасшăн.

- Сирĕн ĕçĕрте кăçал çĕнĕлĕхсем сахал мар пулчĕç. Палăртса хăвараймăр-ши?

- Тивĕçтерỹ ĕçне çăмăллатма май паракан сервиссем пулчĕçех. Онлайн мелĕпе хаçат-журнал, ытти тавара çырăнма май пур. Сайта podpiska.pochta.ru. адреспа çеç кĕмелле. Посылкăсене хăйсем тĕллĕн хатĕрлесе яма пултараççĕ. Бандерольсемшĕн е ыттисемшĕн тỹлевпе татăлма пулать. Банк картти çеç кирлĕ. Килтен тухмасăрах.

- Нумаях пулмасть черетлĕ çырăнтару кампанийĕ вĕçленчĕ. "Авангард" хаçата хăш почта уйрăмĕсенчи çынсем ытларах кăмăллаççĕ-ши?

- Юхмапа Пăла тăрăхĕн "чун апатне" Патăрьелĕнчи почта уйрăмĕнче- 409, Первомайскинче - 300, Сăкăтра 278 экземпляр çырăнтарнă. Уйрăмах ку енĕпе Сăкăтри Н. Николаевăпа А. Муллина, Первомайскинчи В. Ильметова почтальонкăсене ырăпа асăнас килет. Кашнийĕшĕ çакнашкал ĕçлесен район хаçатне кил сиктерсе вулакан пулатех. Вĕсенчен ыттисен тĕслĕх илмеллех.

- Алина Федоровна, почтальонсене мобильлĕ касса терминалĕпе тивĕçтернине те ырламалла ĕнтĕ. Кунпа каллех килтенех коммуналлă çăмăллăхсемшĕн, почта тивĕçтерĕвĕшĕн татăлма, кредит тỹлеме пулать.

- Çапла. Почта çыхăнăвĕн уйрăмне çỹресси çук. Вăхăта перекетлеме те май парать. Клиента касса чекĕпе тивĕçтереççĕ. Çакнашкал терминалсем Патăрьел, Аслă Чемен, Первомайски, Сăкăт, Турхан, Туçа, Çĕньял, Шăнкăртам почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсенче пĕрер пур. Вĕсемпе июнь уйăхĕнче 1000 ытла тивĕçтерỹ тунă. Заказлă çырусене те смс-кодпа паспортсăрах, извещенисĕрех хуçи патне çитереççĕ.

- Раççей почтин банкĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

-Кашни уйрăмрах банк тивĕçтерĕвĕ пур.

- Цифрăллă приставкăсемпе антеннăсем сутас енĕпе те почта уйрăмĕсем айккинче юлмарĕç...

- Тĕрĕсех. Тавар туянас текенсене почтальонкăсем кăмăлтан тивĕçтерчĕç.

- Тавах калаçушăн. Пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

А. КАПИТОНОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика