Паян общество пурнăçĕнче власть органĕпе халăх интересĕсене тỹрреммĕн çыхăнтарса тăракансем - старостăсем. Çакна та палăртмалла: чылай чухне тỹлевсĕр ĕçе "кỹлĕннĕ" çынсем ялшăн хыпăнса çунакансем, пысăк лидерсем, хисеплĕ ентешсем. Турхан ял тăрăхне кĕрекен
Упамсара çак тивĕçе
Ирина Александровна Вавилова, Хурама Тварĕнче Терентий Андреевич Давыдов пурнăçлаççĕ. Упамсасем упамас мар, йăрă та хастар Упамсари Вавиловсене ял тăрăхĕнче çеç мар, районта та чылайăшĕ пĕлеççĕ-тĕр. Тăван ялшăн, унăн аталанăвĕшĕн чунне парса ĕçлекен килĕшỹллĕ çемьере пĕри çеç мар, арăмĕпе упăшки те общество пурнăçне тĕп вырăна хурса тăрăшаççĕ: Игорь Петрович - ял тăрăхĕн депутачĕ, Ирина Александровна - ял старости. Сăмах май каласан, староста полномочийĕ вĕсемшĕн çемье династийĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Маларах вырăнти влаçпа ял халăхĕ хушшинчи çыхăнăва тытса тăраканĕ кил хуçи пулнă. Ас тăватăп, йăрă та хастар староста тăван Упамсашăн юлашки пилĕк çулта сахал мар вăй хучĕ. Вăл ертсе пынипе ял урамĕсене çулсем сарчĕç, пĕвесем чаврĕç, палăксене юсарĕç тата ытти те. Ирĕклĕ пушар дружинине тытса тăраканни те вăлах. Унсăр пуçне вăл мĕн чухлĕ çынна ырă туса пулăшмасть-ши? Вĕсене пурне те каласа та, шутласа та пĕтереймĕн. Турă унăн ăш пиллĕхне вырăна хутăр çеç. Тĕрĕссипе, çак ĕçсене вăл халĕ те малалла тăсать. Анчах пĕччен мар, юратнă мăшăрĕпе тата депутат статусĕпе.
Ĕçлĕ çул çỹревпе вăрман тăрăхĕнчи Упамсана пынă чухне Чăрăшкассипе Аксукасне 1,2 çухрăм çула тин çеç хăпартса, тикĕслесе вак чул сарса пĕтернĕччĕ. Çимĕкчен пикеннĕ ĕçе подрядчиксем вăраха тăсман.
-Пирĕн ял хавалĕ çав тери пысăк. Пуçарнă ĕçе халăх хапăлласа йышăннипе тата хавхаланса ĕçлес килет. Юратнă яла тата ытларах хăтлăлатас тĕллевпе ĕмĕтсем çунатлă. Малашлăхра çĕнĕ клуб тăвасси те çивĕч ыйтусенчен пĕри. Ял çыннишĕн культура вучахĕ кирлех. Вăл ял илемĕ çеç мар, хамăрăн йăла-йĕркене, чăвашлăха ламран-лама тăсма май паракан, кỹршĕ-аршăпа, ентешсемпе туслăха çирĕплетекен центр, - тет хăйсен ĕмĕт-тĕллевне сỹтсе явнă май ял старости поселенин специалист-эксперчĕпе Е. Яковлевăпа .
Халăхпа пурăнакан чăнах та халсăр мар. Пĕр-пĕр ĕç тумалла е культура мероприятине хатĕрленмелле- ялта пурăнакан ватти-вĕтти кар тăраççĕ. Калăн, пурте тăвансем. Çапла пулмалла та. Акă, нумай пулмасть ял вĕçĕнче выльăхсене шыв ĕçме (пушар хăрушсăрлăхĕпе те) пĕвесем тунă. Ун чухне те ушкăн вăйĕпе. Питравра ял уявне ирттернĕ çĕре те килĕрен тенĕ пек хутшăннă, укçа-тенкĕ пуçтарнă чухне те никам та турткаланса тăман. Хулари ентешсем те пуçаруçăсен ыйтăвне татса пама яланах хапăл. Вĕсем пĕлеççĕ: эртелпе кар тăнă ĕç çăмăл та, сумлă та. Çуркуннехи призывпа ялтан икĕ каччăна - Артем Белковпа Олег Вавилова - салтака ăсатнă. Каллех ял-йыш ĕлĕкхи йăла-йĕркепе вĕсене пил панă, салтак юрри юрласа урамсемпе çỹренĕ... Упамсара паян ватăсене улăштаракан ăру çук тесе те калаймăн. Çамрăк мăшăр та сахал мар, Садикпе шкула куллен 40-е яхăн (Турхана икĕ рейс тăваççĕ) ача çỹрет. Ял пурăнни, çĕнелни, çуртсем капăрланса, çулсем тикĕсленсе пыни, вырăнти влаçпа обществăлла хастарсем хушшинчи çыхăну усăллă та витĕмлĕ пулнине çирĕплетет.
Халăх шаннă çын каллех "лав" умĕнче
Ват лаша йăрана пăсмасть, теççĕ халăхра. Çулĕпе аслăрах, ĕçре пуян опыт пухнă хастарсем чăнах та пурнăç урокне илнĕ хисеплĕ çынсем.
Хурама Твар поселокĕнче пурăнакан Т. Давыдов староста çиччĕмĕш теçеткене ваклать пулин те ял халăхĕ ăна каллех çак тивĕçе малалла тăсма суйланă. Ку тĕлĕшпе 42 çул культурăра ĕçлесе халăхпа çыхăнăва çирĕплетнĕскерĕн пур çынпа та калаçма сăмах тупăнать. Терентий Андреевича вырăнтан "пиçсе" тухнă ыйтăва кирлĕ власть тытăмне çитересси, ăна татса пама пулăшасси çĕнĕлĕх мар. Ун валли хисепĕ те, ăс-тăнĕ те, çаврăнăçулăхĕ те çителĕклĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл 2008 çултах "Республикăри чи лайăх староста" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Вăл çеç те мар. Унăн çемье архивĕнче упранакан алă туни хулăнăш Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем вăл чăнласах та хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăнса пурнăçланине тепĕр хут уçса парать. Хурама Твар географи тĕлĕшĕнчен кăсăклă вырнаçнă. Кассем пĕр чăмăрта, умлă-хыçлă мар. Ахальтен мар "Пирĕн ял вăл пысăк ял, унта виçĕ пĕчĕк ял" тесе шỹтлеççĕ Турхан, Тăрмăш, Çĕньял поселкисенче пурăнакансем. Ял виççе юпленнипех тĕп старостăна пулăшса пыракансем те пур. Василий Алексеевпа Сергей Давыдов хăйсем пурăнакан вырăнти йĕрке-тирпейшĕн, ытти ыйтусене татса пама пулăшассишĕн яваплă. Масара тасатма, кĕперсене юсама е культура мероприятисене хутшăннă чухне вара вĕсем пурте пĕрле.
Темиçе çул каялла Хурама Тварне кĕркунне е çуркунне лекес тесен вăрăм атăсăр кĕреймен. Паян кунта пурăнакансемшĕн çак ыйту пăшăрхантармасть. Пĕлтĕр çула та халăх вăйĕпе тирпейлесе хунă.
- Паян ялта пурăнма начар мар. Мĕн пур услови çителĕклĕ. Анчах урамсенче пушă çуртсен йышĕ хушăнса, кỹршĕ-аршăсем ватăлса пыни çеç пăшăрхантарать. Калдырминсем, Едривановсем мăшăрĕсемпе 60-шар çул çак вырăнта пурăнаççĕ. А. Манзуркинăпа В. Антипова та ĕç ветеранĕсем. Пысăк ĕçе пикенме, субботниксене йĕркелеме ватăсемпе çăмăлах мар, паллах. Майне-шывне тупатпăр, яла май пур таран тирпейлĕ тытса тăма тăрăшатпăр, - тет чунĕпе пысăк хастар, спортсмен, вĕлле хурчĕсен юратнă тусĕ, ял халăхĕн шаннă çынни Терентий Давыдов стороста.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |