САВНĂ Шупашкарăм кăçал çурлан виççĕмĕш вырсарникунĕнче, (вăл 18-мĕшне лекет) 550 çул тултарать. Пысăк уявпа çыхăннă тĕп мероприятисем кăшт каярах, çурлан 23 - 24-мĕшĕсенче иртеççĕ.
Пĕтĕмĕшле вара çак савăнăçа республика çыннисем эрне тăршшĕпех пайлĕç: тĕрлĕ ăмăрту иртĕ, фестиваль лапамĕсем кăмăла çĕклентерĕç, асăну хăмисемпе палăксем патне чечексем хурĕç... Çурлан 24-мĕшĕнче "Вĕршĕнсем" тỹпере тĕлĕнтермĕшсем кăтартни - пуриншĕн те кĕтнĕ самант. Кăçал вăл пушшех куракана тыткăнлĕ. "Çунатлă хурçă утсем" ирхине паллă çынсемпе хускану тунă хыççăн Атăл çийĕн вĕçме пуçлĕç. Пĕлтерĕшлĕ уява Юхмапа Пăла тăрăхĕн артисчĕсемпе спортсменĕсем, ятарлă делегаци çеç мар, уйрăм çынсем те хастар хутшăнасса шанас килет.
Ноябрь 2024 |