Ан ман: асăрханма ыйтать вăрман!

Категория: Публикации Опубликовано: 23.07.2019, 12:50 Просмотров: 215

ÇУЛЛАХИ илемлĕ те ăшă çнталăкра ял çыннин пĕрре те канăç çук. Çĕр ĕçĕпе çеç çĕр тĕрлĕ шухăш! Унсăр пуçне те хыпăнса пурнăçламаллисем пайтах: милĕкне те хатĕрлемелле, вăрмана çырлана, кăмпана та каймалла... Юлашки кунсенче пасарта çырла витрисемпе юнашарах кăмпа кунтăкĕсене те асăрхама пулать. Çĕр мăкăртса тухнă уплюнккасем, хурăн, сарă кăмпасем тата ытти те. Кăмпаçăсемпе çырлаçăсем пирĕн районта та нумай. Тепĕр чухне çемьепе, ачасемпе вăрмана çул тытакансем те пур. Вăхăта усăллă ирттерни лайăх, паллах. Анчах çакна та манса каймалла мар: вăрман пурне те асăрханма ыйтать. Вут-кăвартан çеç мар, çĕлен тавраш сăхасран, сăвăс ỹт çине ларса сиен кỹресрен, ытти тискер чĕрчун тапăнасран тата ытти те. Инкек никама та куçа курăнса килмест. Акă, республикăра ку таранччен 11 çынна çĕлен сăхнă. Пирĕн районта кун пек тĕслĕх пулман.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика