Кайăксем хăйсене пурăнма йăва çавăрса чĕпписене кăларса ỹстереççĕ, чĕр чунсем çурисене çитĕнтерме вырăн хатĕрлеççĕ. Çынсем те çемьеленнĕ хыççăн кĕтеслĕ пулма васкаççĕ. Патшалăх çамрăк çемьесене çурт-йĕрлĕ пулма пулăшас тĕллевпе "Çурт-йĕр" тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Шăнкăртамри Динарпа Гелия Хамбиковсем шăпах çак çăмăллăха тивĕçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р. Ямалетдинов вĕсене çурт туяннă е тунă чухне тăкаклакан укçана саплаштарма ирĕк паракан свидетельствăна пачĕ. Икĕ ачаллă мăшăра пепкисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерме сунчĕ.
2019 çулта районти çамрăк 20 çемьене свидельство пама палăртнă, вĕсенчен 19-шĕ ăна аллине илнĕ.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |