Тĕп тĕллев - саккун умĕнчи пĕр танлăха пăхăнасси

Категория: Публикации Опубликовано: 24.07.2019, 09:36 Просмотров: 210

Июлĕн 25-мĕшĕ - Раççей Федерацийĕнчи следстви органĕсен сотрудникĕн кунĕ. Професси уявĕ умĕн пирĕн хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн редакторĕ Альбина Егорова РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçипе, юстици подполковникĕпе Андрей Геннадьевич Ивановпа тĕл пулса калаçнă.

- Андрей Геннадьевич, маларах сирĕн пай район прокуратури çумĕнче пулнă. Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсене пĕрлештерсе тăракан следстви уйрăмĕ 2007 çулта ĕçлеме пикеннĕ. Следстви пайĕн тĕп тĕллевĕ мĕнре-ши?

- Чăн малтанах граждансен суд умĕнхи тĕпчев ĕçĕнчи саккунлă прависене, интересĕсене хỹтĕлесси, ăна Конституцие çирĕп пăхăнса пурнăçласси. Паллах, районта пулакан преступленисене чакарасси те тĕп тĕллевех. _ Кĕскен хăвăрăн сотрудниксем пирки каласа хăварăр-ха.

- Пĕчĕк йышпа пысăк ĕç тума тивет пирĕн. Пурте шанчăклă, хăйсен профессине чунтан парăннă специалистсем. Коллективра тăватă следователь, следователĕн пĕр пулăшуçи. Пурте тенĕ пекех ку ĕçре çĕнĕ çынсем мар, виççĕшĕ юстици подполковникĕ.

- Андрей Геннадьевич, эсир 2015 çултанпа РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнче вырнаçнă пайне ертсе пыратăр. Маларах Çĕнĕ Шупашкарта çак системăрах подразделени ертỹçин çумĕнче ĕçленĕ. Яллă районта е хула шайĕнче ĕçлеме кăткăсрах? Уйрăмлăх туятăр-и?

- Хула тата ял статусĕ пĕр мар, паллах. Хулара промышленность предприятийĕсем, ытти производство объекчĕсем нумай. Çавăнпа ĕç укçи тỹлемен, производствăра пулакан пăтăрмахсем тата ытти пирки час-часах ĕçсем кĕретчĕç. Аграрлă районта çĕрпе, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарассипе çыхăннă материалсемпе час-часах ĕçлеме тивет. Вырăнти власть органĕн пуçлăхĕсем патшалăх саккунне пăхăнман тĕслĕхсем те пулаççĕ. Следователь ĕçĕ ялта та, хулара та çăмăл мар. Кирек мĕнле уголовлă ĕçе те тăрă шыв çине кăларас тесен пирĕн пурин те тỹрĕ чунпа ĕçлеме, йывăрлăхсене парăнтарма тивет.

- Специалист хăй вырăнĕнче пулни - ĕçре чи кирли терĕмĕр. Унсăр пуçне следователе криминаллă лару-тăрăва уçса пама, экспертизăсем ирттерме ятарлă хушма хатĕрсем, çăмăллăхсем пур-и?

- Темиçе çул каяллахипе танлаштарсан паян пирĕн сотрудниксем "Полиграф" текен системăпа, экспресс-тестсемпе курăнман, юн йĕрĕ палăрман экспертизăна та уçса пама пултараççĕ. Криминалпа çыхăннă ĕçсенче хальхи йышши технологипе анлăн усă куратпăр.

- Професси уявне мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетĕр?

- Çулталăкăн кирек хăш кунĕнче те, талăкăн кирек хăш сехетĕнче те пирĕн службăн преступлени е инкек пулнă вырăна тухса кайма хатĕр пулмалла. Иртнĕ çул следстви уйрăмне преступлени пулни çинчен 442 хыпар кĕнĕ, сотрудниксем 63 уголовлă ĕç пуçарнă. Кăçал 40 уголовлă ĕç пуçарнă, 62 уголовлă ĕç суда янă. Çакна та палăртса хăвармалла. Пирĕн следовательсем район полицийĕпе, прокуратурăпа тачă çыхăнса ĕçлени те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика