- Почта уйрăмĕ ял тăрăх администрацийĕпе пĕр çуртра вырнаçни куллен сиксе тухакан ыйтусене те кунти ĕçченсемпе çийĕнчех татса пама май парать. Тĕслĕхрен хытă каяшсене пухассине çеç илер. "Экоцентр" пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем темиçе çул каярах çут тĕнчерен уйрăлнă ватă çынсен ячĕпе е пушă ларакан çуртсене те квитанцисем яраççĕ. Çак ыйтупа ĕçлессине çеç илер Ăна эпир пĕрле канашласа тирпейлесе пыма тăрăшатпăр,-тет Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин çыхăну уйрăмне кĕнĕ май.Цифрăллă телекурав çине куçнă чухне те килĕшỹпе ĕçлерĕмĕр. Яваплăха туяççĕ. Пулăшу кĕтекенсем патне пĕр хирĕçлемесĕрех çитеççĕ. Çакăншăн почта ĕçченĕсене ял тăрăх администрацийĕн Тав хучĕсене патăмăр.
Çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсен тăрăшулăхне вырăна хума пĕлеççĕ. Н. Герасимова пенсионерка ватă çынсем патне тимлĕх çитернине палăртмасăр хăвараймарĕ. "Заказлă çырусене алăранах тыттарса хăварать В. Фролова почтальонка. Пенси илес кун çуллахи вăхăтра пĕрлерех пухăнса ларма сĕнет. Çакă кỹршĕ-аршăпа курнăçма, хуйха-суйха пайлама та май парать. Ял хыпарне сỹтсе явма та кăмăллă", - тет тăххăрмĕш теçетке çула капашакан Нина аппа. Хăйне те хисеплеççĕ. Йышлă хаçат çырăнса илнине палăртаççĕ. "Авангардсăр" пĕр çур çул та юлмасть-мĕн Н. Герасимова. "Аргументы и факты", "Жизнь" тата ыттисене туянса юлать.
Тивĕçлĕ канăва хальтерех тухнă М. Потапова, Р. Миронова, Н. Ахматова та почтальонкăсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕç.
Çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсен пурнăçран юлма юрамасть. Мобильлĕ банкпа (электроэнергишĕн, газпа усă курнăшăн, ытти çăмăллăхсемшĕн татăлассине килсенче лартсах пурнăçлаттарма пултараççĕ) усă курма пĕлмелле. Тавар сутмалла. Килте пĕччен пурăнакан ватăсене вĕсем япала çумалли порошоксем, конфет-печени, вырăн таврашĕ, хĕвелçаврăнăш çăвĕ... таранчченех илсе пырса параççĕ. Çулталăка икĕ хутчен çырăнтару ирттермелле тата ытти те.
21 çул почтальонка тивĕçне пурнăçлакан В. Фроловăна, акă Центральная, Новая, Молодцыгин урамĕсенче пурăнакансемсĕр пуçне тата Ясная Полянăра та кĕтеççĕ. Тепĕр чухне "Авангард" хаçата вулаттарассишĕнех эрнере икĕ хутчен каймалла Апрушнайне. Çулĕ çывăх та мар.
Г. Андреева почтальонка çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче кăтартуллă ĕçлет. "Авангарда" та 54 çемьене валеçет вăл. Р. Кириллова вара тавар сутассипе малта-мĕн. Хăйсене мĕн кирлине каласах яраççĕ ăна.
- Пĕр сăмахра, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлетпĕр эпир. Хамăр коллективра çак почталь- онкăсем вырăнне урăх çынсене курмастăп та эпĕ. Пĕр-пĕрне шанатпăр, ăнланатпăр. Халăхпа ĕçлекенсен культури çитет. Суеçтересси, кỹрентересси çук вĕсенче. Ĕçе вăхăтра килеççĕ. Тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçлаççĕ. Кирек хăш вăхăтра та пĕрне-пĕри улăштарма пултараççĕ,- тет çыхăну уйрăмĕн ертỹçи Н. Капитонова.
Çаксемсĕр пуçне савнă мăшăр, юратнă анне, хисеплĕ кин, кăмăллă хуняма та асăннă коллектив ĕçченĕсем.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |