Талпиçен лĕпĕшĕ сиенлесрен сыхланăр

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2019, 13:04 Просмотров: 350

 ÇУЛЛАХИ шăрăх кунсенче уйрăмах хирте тĕрлĕрен лĕпĕш вĕçет. Вĕсем хушшинче ытарма çук хитрисем те, çав вăхăтрах ултавлисем те пур. Республикăри "Россельхозцентр" специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх талпиçен лĕпĕшĕ ("репейница" е " чертополоховка") текенни питĕ анлă сарăлса пырать-мĕн. Хальхи вăхăтра вĕсем Элĕк, Вăрнар, Етĕрне, Муркаш районĕсенче "хуçаланаççĕ". Çакскерсем питĕ вăйлă ĕрчесе кайсан çум курăксене кăна мар, ял хуçалăх культурисене те сиенленине çирĕплетеççĕ специалистсем. Çунатлă "туссем" талăкра 500 çухрăм вĕçме пултараççĕ-мĕн! Пирĕн районта та тĕл-тĕл вĕçнине калаççĕ специалистсем.. Çавăнпа та хуçалăхсенче е уйрăм хушма хуçалăхсенче ăна çийĕнчех тĕп тума тăрăшмалла. Сăмах май каласан, районта çак лĕпĕшсемпех вунă çул каялла та кĕрешме тивнĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика