Пирĕн ентеш

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2019, 17:53 Просмотров: 440

Ева Николаевна Лисина писатель, поэт, куçаруçă, СССР писательсен Союзĕн членĕ (1988), библиограф, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2001), Митта Ваçлейĕн премийĕн лауреачĕ 1939 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче Именкассинче çуралнă. Вăл Мускаври Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕн выпускникĕ. Çĕршывăн тĕп хулинчи М. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн Ботаника садĕнче, И. Сеченев ячĕллĕ Мускаври пĕрремĕш медицина институтĕнче, каярах М. Рудомино ячĕллĕ ют çĕршыв литературин Пĕтĕм Раççейри патшалăх библиотекинче аслă редакторта ĕçленĕ. М. Щепкин ячĕллĕ Театр училищинче чăваш литературине вĕрентнĕ.

Вырăсла тата чăвашла çырнă юмахсен, калавсен, повеçсен, пьесăсен авторĕ. А. Островский, Э. Де Филиппо, П. Гаринеи, Ю. О Нила тата ыттисен произведенийĕсене чăвашла куçарнă. Çавăн пекех вăл Библие чăвашла куçараканĕсенчен пĕри. Раççейри тата Германинчи тĕрлĕ литература премине тивĕçнĕ.

Ентешĕн тĕп кăларăмĕсем: "Çĕньял ачисем", "Хупах хăлха Илюк", "Тепĕр çул та килетпĕр", "Çăкăр чĕлли", "Пăркка мучи калавĕсем", "Вĕçекен кỹлĕ" тата ытти те.

Е. Лисинăна "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденăн медальне панă. ("Çулталăк кĕнекинчен")

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика