Хирте ĕçлеççĕ тар тăкса, Çĕр-аннерен вăй пухса

Категория: Публикации Опубликовано: 26.07.2019, 18:01 Просмотров: 459

Ашшĕ-амăшĕн профессине ачисем суйласа илнĕ тĕслĕх сахал мар. Ĕç династийĕн тăсăмĕ 2-3 йăх таранах пырать, пĕрлехи стажĕ 200-300 çултан иртнисем те пур. Нăрваш Шăхалĕнчи Юрий Васильевичпа Надежда Анатольевна Васильевсем те хăйсене чун паракансем, тăванĕсем пуçăннă ĕçе пĕрлехи вăйпа малалла тăсаççĕ.

- Аттепе анне - Елена Александровнăпа Анатолий Иванович - тата аттен пĕр тăванĕпе мăшăрĕ - Валерийпе Светлана Мулендеевсем = çĕрпе 1993 çултанпах ĕçлеççĕ. Хам та мĕн пĕчĕкренех хирте ỹснĕ. Вĕсем пулăшнипе эпир те 2012 çулта пăянампа пăятама тивекен виçĕ гектар ытла çĕре илсе вăй хума пуçларăмăр, пуçламăш утăмсене турăмăр. Пĕрремĕш çул сухан вăрлăхĕпе çĕр улми çитĕнтертĕмĕр, - тесе пуçларĕ калаçăвне 1984 çулта çуралнă Н. Васильева.

Çĕрпе ĕçлеме техника та, вăрлăх та кирлĕ. Елена Александровнăпа Анатолий Иванович кĕрỹшĕпе хĕрне малтанхи вăхăтра хирĕсене сухаласа та, акса та панă. Çамрăк мăшăрăн та тăрăшулăхĕ пысăк пулнă. Продукцие сутса тунă укçапа техника (икĕ трактор, ГАЗель), кăкарса çỹремелли агрегатсем туяннă. Çавăн пекех лаптăка та ỹстерсе пынă. Халĕ Васильевсен 15 гектар çĕр, унтан вуннăшне 49 çула арендăна илнĕ. Пусă çаврăнăшне тытса пыма вăрлăх сухан, çĕр улми, нумай çул ỹсекен курăксем, сухан вăрлăхне çитĕнтереççĕ.

Виçĕ çемье пĕрле, пĕр ушкăнпа килĕштерсе ĕçлет. Вăрлăх сухана çăлнă, пухнă чухне малтан пĕрисен, кайран теприсен патĕнче тăрăшаççĕ. Гектарĕ-гектарĕпе сарăлса выртакан çевока 4-5 çын вăйĕпе çеç пуçтарса кĕртейместĕн, кун пек чухне ытти ялсенчен çынсем кайса илеççĕ. Шкул ачисем, отпускрисем, тивĕçлĕ канăва кайнисем укçа тăвас тĕллевпе ĕçлеме килеççĕ.

Мăшăр - çỹпçипе хупăлчи, теççĕ. Вăрçăнса, хирĕçсе пурăнакан çемье çĕрпе ĕçлеймест. Фермер хуçалăхĕн ертỹçи Юрий Владимирович тăрăшуллă арçын. Сăмах май вăл шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслă пулнă. Халĕ те армспортпа йĕркелекен ăмăртусене час-часах хутшăнать. Надежда мăшăрĕ те вăр-вар та маттур çын. Çакă унăн калаçăвĕнчен те сисĕнчĕ. Фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ хыççăн вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче куçăмсăр майпа вĕренсе агроном профессине алла илнĕ. Ара, ятарлă пĕлỹ пурри нихăçан та пăсăклă мар. Ăна кутамккапа та йăтса çỹремеççĕ.

- Ĕçлеме пуçласанах аттен, тетен опычĕсем пурри питĕ аван пулчĕ, анчах ятарлă пĕлỹ кирли те сисĕнме пуçларĕ. Çакна шута илсех агроном профессине алла илтĕм. Мĕн пĕлнине практикăра çирĕплетсе пыма та май пур, - тет Надежда Анатольевна.

Çамрăк агроном вăрлăхсене çĕнетессине те тимлĕх уйăрать. Çулленех пулмасан та 3-4 çулта пĕрре Хусантанах кайса илеççĕ. Çĕр улмин "галла" тата "жуковский" сорчĕсене лартаççĕ. Ăнса пулнă "иккĕмĕш çăкăра" Васильевсем хăйсемех вырнаçтараççĕ. Çуллен Самарăри ял хуçалăх ярмăрккине хутшăнаççĕ. Ун хыççăн ытти пахча çимĕç пасарĕсене те çитеççĕ. Хăйсен клиенчĕсем те пур. Чăваш çĕршывĕнчи Патăрьел районĕнче çитĕннĕ çĕр улмине вĕсем хаваспах туянаççĕ.

Инçе çула Юрийпе Надежда иккĕшех тухаççĕ. Çемье пуçĕ руль умĕнче ывăнсан ăна мăшăрĕ улăштарать. Çапла пĕр-пĕрне пулăшса, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ.

- Пăянам çумра пулни те пире нумай çăмăллăх кỹрет. Вăл ывăлпа хĕре юратса пăхать. Артем асли пулнăран ăна "куршанак" çыпçăннă ĕнтĕ, вăл ытларах хамăрпа пĕрле хирте ĕçлет. Çулла ача садне юсава хупнă май виççĕри Настя асламăшĕпе юлать. Эпир килнĕ çĕре мăшăрăн амăшĕ апатне те пĕçерет, пỹрт-çуртне те тирпейлет, мунча та хутса хурать. Выльăхсем патне те тухать. Вăл пулмасан кам çине ачасене, çурт-йĕре шанса хăварса çула тухатăн? Пире май пур таран хавхалантарса тăрать. Тав сăмахĕ çеç калас килет манăн ăна пуриншĕн те, - тет кăмăллăн Н. Васильева.

Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче культура, спорт мероприятийĕсене ирттернĕ чухне те Васильевсем айккинчен çеç пăхса тăмаççĕ. Уявсем хаваслăрах пулччĕр тесе спонсорла пулăшусем параççĕ. Ырă туни вара ырăпах таврăнать. Сăмаха малалла тăсса çакна та каласа хăварас килет: Надежда Анатольевнăн ашшĕ - Анатолий Иванович Мулендеев- Нăрваш Шăхаль ялĕн депутачĕ. Вăл та обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать.

Пăянамăшĕпе кинĕн, кĕрỹшĕннипе хуньăшĕн тăпри пĕр, теççĕ. Ĕлĕкхи ваттисем каланинче чăнни те пур-тăр. Мулендеевсен кĕрỹшĕ - Юрий Васильевич - мăшăрĕн ашшĕ пекех ĕçлĕхлĕ. Пĕрле вĕсем йывăрлăхсене парăнтараççĕ, канашлаççĕ, малашлăх валли тĕллевсем лартаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика