Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи августăн 8-мĕшĕнче кăларнă 320-рг номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти учительницăна Рамия Семигулловна Сабитовăна 20 пин тенкĕ парса хавхалантарма йышăннă. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Президенчĕ 2005 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче алă пуснă «Чăваш Республикинчи вĕрентӱ системине инноваципе ăс-тăн пултарулăхĕнчен аталантарас тĕлĕшпе хушма йышăнусем» хушăва тĕпе хурса педагогсене çулленех чыслаççĕ. Кăçал çак хисепе республикăри 30 вĕрентекен тивĕçнĕ.
Ноябрь 2024 |