ЮЛАШКИ çулсенче çуллахи вăхăтра район центрĕнче пурăнакансем палламан е курман тискер чĕр чунтан самай хур кураççĕ. Пĕрисем ăна йытă теççĕ, теприсем "чупокабра" тесе хаклаççĕ. Çакскерсем кăçал июнь уйăхĕнче пĕрре "сунара" тухнине хаçатра çырнăччĕ-ха. Ун чухне те вĕсем çынсен хур-кăвакалне, чăх-чĕпне вĕлернĕ, пысăк тăкак кỹнĕ. Шел пулин те ку таранччен сăтăрçăсене никам та куçа-куçăн курман. Апăрша чĕр чунĕсем çак кунсенче каллех çемьесене шар кăтартма пикеннĕ. Иртнĕ эрнере вĕсем Патăрьелĕнчи Мичурин урамĕнчи 18-мĕш çуртра пурăнаканăн сарайĕнчи 27 бройлерне туххăмрах çук тунă. Хальхинче тăватă ураллă "туссем" видеосăнава та çакланнă иккен. Виççĕн вĕсем: пĕри тилĕ евĕр сарă тĕслĕ, тепри ула, виççĕмĕшĕ хурарах-мĕн. Сăнав кадрĕсенчен вĕсем сунарçăсен йытти пек те туйăнннине пĕлтерчĕç шар курнă хуçисем. Апла пулсан çак пăтăрмаха малалла чарса лартас тесен йĕрке хуралĕсен тата ял тăрăхĕн видеосăнава тĕпчемеллех, йытă хуçисене те тупмалла. Унсăрăн вĕсем малашне те çемьен çимĕçне алăран туртса илĕç
Ноябрь 2024 |