Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2019 çулхи июлĕн 17-мĕшĕнче кăларнă 337-мĕш Указĕпе килĕшỹллĕн кăткăс условисенче çынсене çăлнă чухне паттăрлăх, хăюлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн Тури Чакăра пурăнакан Надежда Егоровна МУЛГАЧЕВĂНА "Вилекенсене çăлнăшăн" медальпе наградăланă.
Редакцирен: Надежда Мулгачева паттăрлăхĕ пирки "Авангард" хаçата вулакансем астума тивĕç. 2017 çулхи сентябрĕн 19-мĕшĕнче кун çути курнă 71-мĕш номерте "Хăйĕн пурнăçĕнче вăл виçĕ ачана вилĕмрен хăтарнă" материал пичетленнĕччĕ. Шăпах унта тивĕçлĕ награда Н. Мулгачевăна тупасси пирки шанни çинчен те асăннăччĕ.
Ноябрь 2024 |