Пушар хăрушлăхне пĕрлехи вăйпа çĕнтермелле

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019, 11:36 Просмотров: 277

Инкек тени никамăн куçне те курăнса килмест. Чылай чухне вара вăл ỹкĕнĕçлĕ çаврăнса тухать.

Çапла ан пултăр тесен кашнийĕнех уйрăмах çуллахи вăхăтра вут-кăвартан питĕ асăрханмалла. Ку тĕлĕшпе пирĕн ял тăрăхĕнче тăтăшах ял халăхĕпе калаçу ирттереççĕ, усал инкекрен сыхă тăмаллине аса илтереççĕ. Çак кунсенче çеç акă, ял тăрăх пуçлăхĕпе С. Никитинпа специалистсем, Н. Чихин ял старости, А. Хафизов участокри уполномоченнăй ятарласа çак ыйтупа килĕрен çỹрерĕç. Çав вăхăтрах урамри, çурт умĕсенчи тирпей-илем, культура, çỹп-çап пуçтармали вырăнсене кирлĕ пек тытса тăрасси пирки те калаçрĕç.

Алманчăсем ял илемне май пур таран тытса тăма тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе хăш-пĕр тăкăрлăкран тĕслĕх илмелли те пур. Ленин урамĕнче пурăнакансем уйрăмах ыттисемшĕн кăтартуллă. Унта урамра çỹп-çап сапаланса выртнине те, çурт умне ăпăр-тапăр купаласа хунине те курма çук. Ун вырăнне килсерен тенĕ пек пахчара илĕртỹллĕ çеçке çитĕнтереççĕ, йывăçсем лартса ỹстереççĕ, шăпăрлансем валли хатĕрленĕ ача-пăча участокĕ те яланах тирпейлĕ те таса. Урăхла каласан, çак хăтлăха кỹме пысăк тăкак та кирлĕ мар, кашни çемье пĕр çын пек пулса йĕркене пăхăнни урам ятне çеç çĕклет.

Сăмах май, çакна та палăртса хăварас килет. Юлашки вăхăтра районта, республикăра та обществăлла канаш членĕсем, старостăсем, вырăнти депутатсем ял тăрăхĕпе пĕр вăй пулса ĕçлемеллине чылай калаççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн ялта начар мар йĕрке пулса пыни кăмăллă. Çапах та мĕн пурррипе çырлахса лармалла мар тесе шутлатăп, халăхпа тата ытларах хавхаланса ĕçлеме тăрăшмалла, аслă ăру çыннисемпе малашне те тачă çыхăну тытни те кирлĕ.

П. КИРГИЗОВ, ĕç ветеранĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика