Районти ГИБДД уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çур çулта 8 авари пулнă, инкексен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 27 процент чакнă. Вĕсенче 14 çын аманнă, пĕр çын вилнĕ. Ку кăтартусем вара пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Руль умне ларнă ỹсĕр водительсен айăпĕпе пулнă инкексен шучĕ 50 процент, аварисенче ачасем пулнă тĕслĕх 100 процент ỹснĕ.
Пирĕн районти çулсем çинче питĕ вăйлă куçăм. Автотранспортсен шучĕ çулсеренех ỹссе пырать. Водительсем хушшинче хĕрарăмсем те, тин çеç "штурвал" умне ларнисем те пур. Юсавсăр техникăпа çула тухакансем те тупăнаççĕ. Çаксем пурте çул çинче асăрханулăха ỹстермеллине, çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнмаллине тепĕр хут çирĕплетсе параççĕ.
Ноябрь 2024 |