Чăваш Енре хальхи вăхăтра ВИЧ инфекциллĕ икĕ пин ытла çын пурăнать. Усал чир çывăрмасть, çулсерен сарăлсах пырать. Кăçалхи çур çулта СПИД чирĕн вирусне çаклатнă 165 çынна тупса палăртнă. Вăл шутра пирĕн районта виçĕ çын. Унпа ытларах Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансем чирлени паллă.
Юлашки çулсенче вăл республикăра анлăн сарăлать. Пирĕн районта та кун пирки çивĕч калаçу çĕклеме сăлтавĕ пысăк. Районти тĕп больницăри Антонина Чернова врач-инфекционист хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ку таранччен çак хăрушă амака çаклатнă 43 çынна шута илнĕ, вĕсенчен улттăшĕ вилнĕ. Хальхи вăхăтра кашни ял тăрăхĕнче тенĕ пекех инфекциллĕ çынсем пур. Ытларах вĕсем вăй питти арçынсемпе хĕрарăмсем, тăтăшах район тулашне (Мускава, Сочине, Санкт-Петербурга тата ытти хуласене те) ĕçлеме çỹрекенсем. Чир пурне те тенĕ пекех ар хутшăнăвĕпе ернĕ. Районта СПИД чирне çаклатнă тăватă амăшĕ ача çуратнă. Телее, пепкисем пĕри те инфекциллĕ мар
Ноябрь 2024 |