Алă ĕçĕ шухăша сирет

Категория: Публикации Опубликовано: 13.08.2019, 12:00 Просмотров: 301

Хĕллехи вăрăм каçсене алса-нуски çыхса чылай кĕскетет Хурама Тварти Н. Тарасова. Хăй аллипе çыхнăскерсене кама кăна парнелемен-ши?Ăшă тытаççĕ. Пĕр тĕспе е тĕрĕлесе çыхнисене кирек кам та кăмăлтан тăхăнать. Сак, тенкел, диван сармисем, минтер пичĕсем, çатма, кастрюль тытмаллисем те сахал мар çыхнă.

Ачисене ỹстернĕ чухне кофтине, йĕммине те çăм çиппинченех хатĕрленĕ. Алă ĕçĕ тунă чухне шухăш сирĕлет. Тĕрре кăларнă май кашни йĕп çинчи куçа арпаштармасăр явса илсе пымалла-çке.

Пурнăç çулĕ сакăр пăрăнăçлă, теççĕ. Хăшĕнпе каймаллине те пĕлмелле мар. Улăх тăрăх утса хăйĕн телейне шыраман мар хĕрарăм. Качча тухса çемьеллĕ те пулнă. Анчах хĕрĕпе ывăлне ỹстересси хăй çине тиеннĕ.

Ĕçлĕ пурнăçĕ Турханти психоневрологи интернатĕнче иртнĕ Нина Андреевнăн. Ялпа ял хушшинчи çула ирпе каç çуран кĕскетнĕ вăл. Çапса çăвакан çумăрĕ те, куç курми тустаракан тăманĕ те, чĕркуççи таран пылчăкĕ те хăратман. Ирпе ĕçе, каçхине киле васкамалла пулнă.

Ашшĕ ир вилнĕ Нина аппан. Хăйпе пĕр тăван тата тăваттăн юлнă. Асли çинче шанчăк пулнă амăшĕн. Кĕçĕннисене пăхса ỹс- терессинче унăн тỹпи пулнишĕн хĕпĕртенĕ те.

Вăрман енчи халăхсен пурнăçĕ те çăмăл мар. Çуркуннерен хĕрỹ тапхăр пуçланать те юр ларичченех тăсăлать. Уттине, милĕкне, çырлине, вуттине хатĕрлемелле. Сиплĕ эмел курăкĕсем пухаççĕ. Чей курăкĕсем татаççĕ. Пурнăçа сыпăнтарса пыма сутлăх туни те пулнă. Кайса курманни çеç пĕлмест. Пĕр витре хура çырла татас тесен те упаленмелĕх пур. Вăрăм туни, пăванĕ канлĕх памасть.

- Ĕçрен хăраман ĕнтĕ. Ачасене пăхса ỹстерсе çын пек ура çине тăратас тенĕ. Колхозра выльăх кăшманĕн пайĕсене те илнĕ. Çурт тунă чухнехи парăмсемпе (хăма çуртарни, техникипе усă курни, пахча сухаласа пани) татăлмалла пулнă. Арçын ĕçне те, хĕрарăмăнне те уйăрса тăман. Пурнăçра йывăрлăхсем пулнах. Тен çавăнпах паян сывлăх хавшакрах,- калаçать Н. Тарасова.

Ырлăхĕ, пурлăхĕ çителĕклех Нина Андреевнăн. Хăтлă кил-çуртра мĕн пур услови пур. Кинĕпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Ывăлĕн те алли-ури ăста. Кирек хăш ĕçе пуçăнма пултарать. Хĕрĕ кỹршĕ яла качча тухнă. 5 мăнук, 2 кĕçĕн мăнук çитĕнет 71 çул тултаракан хисеплĕ ватăн.

А. Астраханцева.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика