Ĕç сыхлавĕн йĕркине пăхăнмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2019, 14:04 Просмотров: 264

"Сыхланакана Турă та сыхлать", текен каларăша пурте пĕлетпĕр, анчах темшĕн ăна пăхăнма васкамастпăр. Инкек нихăçан та куçа курăнса килменнине шута хумастпăр. Ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер хуçалăхĕсенче вырмана тухиччен ĕç сыхлавĕпе инструктаж ирттермелли, ятарлă журнал çине алă пустармалли пирки темиçе хутчен те хаçатра çырнăччĕ. Çавăн пекех вăрлăх сухана (çевока) пухма хутшăнакансене те ĕçе пуçăниччен техникăпа асăрхануллă пулмалли çинчен тĕплĕн каласа ăнлантармалла. Шел пулин те, йĕркене пăсакансем те, вĕрентсе каланине ăша хывманнисем те тĕл пулаççĕ.

Районта икĕ кунта икĕ пăтăрмах пулнă. Вăрлăх сухана пухма хутшăнакансенчен иккĕн инкеке лекнĕ. Çевока барабана (вăрлăх сухана çулçинчен, тăпраран тасатса кăларакан агрегат) яма пынă хĕр ачан çỹçĕ агрегат ăшне кĕрсе кайнăран нуша курнă. Арçын ачан алли сусăрланнă. Иккĕшĕ те больницăра.

Çакна та асăрхаттарса хăварас килет: ĕçлеттерекенсем (ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем) хăйсем патĕнче вăй хуракан кашни çыншăн яваплă.

О. Павлова

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика