Сăмах - Çĕньялсен ырă ĕçĕ пирки

Категория: Публикации Опубликовано: 16.08.2019, 14:07 Просмотров: 257

Юлашки вăхăтра Çĕньялсен хастарлăхĕ пирки хамăр хаçатра сахал мар çыртăмăр. Вĕсем пирки ырă сăмах калама каллех сăлтав тупăнчĕ. Икĕ çул каялла çак ял масарĕ тавра профнастилтан карта тытма пикеннĕ. Анчах çурма çулта тенĕ пек ĕç-пуç чарăнса ларнă. Халĕ вара халăх тепĕр хут кар тăрса укçа пуçтарнă хыççăн сăваплă вырăна йĕри-таврах çĕнетнĕ. В. Макаровпа В. Ухварин депутатсем, обществăлла канаш членĕ М. Вазюков, А. Михайлов староста ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçе йĕркелени куç умĕнче. С. Ярановпа М. Макаров ячĕпе те ял тăрăх пуçлăхĕ М. Мадюкова пысăк тав сăмахĕ каланă. Пĕрлĕхре - вăй, ырă улшăну пулнине çак ялсем питĕ лайăх ăнланаççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика