Ватăсем ултавăн ури саккăр çеç мар, уксах та теççĕ. Çавăнпа та пĕтĕмĕшле йĕркене пăхăнманнисен пурнăçра паян пулмасан ыран е виçмине пур пĕрех саккунпа куçа-куçăн тăма, йăнăша тỹрлетме, çылăха каçарттарма тивет. Кирек мĕнле пулсан та ун урлă никам та сиксе каçаймĕ. Районти суд приставĕпе налук органĕн пĕрлехи рейчĕ шăпах тĕрлĕ йышши налука вăхăтра тỹлемен граждансемпе çыхăнчĕ. Хальхинче ĕçлĕ çул çỹреве районти чи пысăк ялтан - Шăнкăртамран -пикентĕмĕр.
Кун валли йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен сăлтавĕ те çук мар. Пур енĕпе те матур та кăтартуллă, пуян та ытлă-çитлĕ пурăнакан çак ялти хăш-пĕр граждансем сĕмсĕррĕн транспорт, пурлăх, социаллă налуксене вăхăтра тỹлемеççĕ. Парăмĕсем вара пĕлтĕрхисем çеç те мар, 3-4 çулхи те пуçтарăнса кайнисем пур. Суд приставĕн хура списокĕнчи хăш-пĕр çыннăн вăл 100 пинрен те иртсе кайнă! Калама çеç вĕт! Енчен те пурте çак йĕркепе пурăнсан пирĕн район бюджечĕ мĕнле укçа-тенкĕпе пуянланĕ? Е тата ялсем мĕнле хăтлăланĕç, çĕнелĕç, ырă енне улшăнĕç? Паллах, пысăк парăмçăсене ку ыйтусем пăшăрхантармаççĕ те пулĕ. Ял, район, республика аталанăвĕ пирки шутлакан çын ун пек çул çине тăмĕччĕ.
Рейд членĕсем паллашнă пĕрремĕш çамрăк çемье Шăнкăртамра та пурăнмасть-мĕн. Вĕсен прописки çеç ашшĕпе амăшĕ патĕнче. Хуçа автомашинăсен çăмăллăхĕпе усă курать. Вăл çапла майпа укçа-тенкĕ тăвать, çемйине тăрантарать темелле. Анчах пурте хăйĕн кĕсйине çеç кĕрет. Саккуна хисепе хумасăр, Конституцие пăхăнмасăр хăй пайтишĕн çеç ĕçлет. Çав вăхăтрах 2015 çултанпа транспортсемшĕн пĕр пус налук та тỹлемен. Е тата тепĕр предприниматель хăйĕн усламçă счетне хупнă, ĕçне пĕтернĕ темелле. Анчах социаллă налукне тỹлесе татман. Уншăн 60 пин тенкине камăн тỹлемелле-ха? Паллах, рейд представителĕсем умĕнче хуçа çак йăнăша çийĕнчех тỹрлетни, парăмне тỹрех тỹлесе татни те кăмăллă.
Çак ялти тепĕр пысăк парăмçă патне кĕме май пулмарĕ. Çемье, юлташĕ çирĕплетнĕ тăрăх, ушкăнпа Турцие канма кайнă-мĕн. Ăçта каясси, кампа çỹресси кашнийĕн хăйĕн ирĕкĕ, паллах. Çапах та патшалăх умĕнчи налук парăмĕ 100 пин тенке (вăл шутра 30 пин тенкĕ штрафĕ ỹсĕрле руль умне ларнăшăн) çитсе çапăннă чухне епле ют çĕршывсенче реххетленсе çỹрес килет-ха? Каллех тĕлĕнтерет. Сăмах май каласан, М. Аюповăн пысăк парăмшăн суд йышăнăвĕпе аякка тухса кайма та юрамасть тата. Суд приставĕн тата налук органĕн представителĕсем рейд вăхăтĕнче çак кил хуçин умĕнче ларакан шурă çăмăл автомашинине арестлерĕç.
Паянхи куна чăнах та Шăнкăртам ял тăрăхĕнче налук тỹлессинчен пăрăнакансем сахал мар. Налук органĕсен постановленийĕпе килĕшỹллĕн пысăк парăмçăсен ячĕпе 1803,2 пин тенкĕлĕх 211 производство пуçарнă. Кунта ытларах 2-3 çул налук тỹлеменнисем кĕреççĕ. Унсăр пуçне пĕчĕкрех парăмлисем те пур. Вĕсене шутласан пĕр ялтан çеç икĕ миллион ытла тенкĕ налук укçи кĕрсе пĕтменни паллă. Суд приставĕн уйрăмне кĕрекен Патăрьел тата Шăмăршă районĕсемпе илсен вара кăçалхи çичĕ уйăхра 1205 производствăпа 16 836,0 пин тенкĕ налук парăмĕ пуçтарăнса кайнă! Курăнать ĕнтĕ, Шăнкăртамсем ку тĕлĕшпе "рекордсменсем" темелле. Çак кунхине çеç рейд бригади 147 пин тенкĕ парăма шыраса илчĕ, 124 пин тенкĕлĕх пурлăха арестлерĕ. Çакăн пек рейдсем малашне ытти ял тăрăхĕсенче те иртĕç. Çавăнпа та налук органĕнчен килекен квитанцисене вăхăтра тỹленине нимĕн те çитмĕ.
Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи пысăк парăмçăсем: М. Карама - 106,6 пин тенкĕ, Р. Халитов -402,0 пин тенкĕ, М. Аюпов - 76,3 пин тенкĕ, Ф. Абейдуллов - 64, 09 пин тенкĕ, Р. Якушев - 163,8 пин тенкĕ.
Рейд бригади:
Г. Афки, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен суд приставĕн начальникĕ, аслă суд приставĕ;
Н. Косова, районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспецийĕн специалист-эксперчĕ;
Н. Сарафанова, суд приставĕн исполнителĕ;
Н. Алеев, ОУПДС енĕпе ĕçлекен суд приставĕ;
А. Егорова, "Авангард" хаçатăн обществăпа политика пурнăçне çутатакан пай редакторĕ.
Ноябрь 2024 |