Çак кунсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата Шупашкар çыннисене тĕп хуламăр 550 çул тултарнă ятпа саламланă.
Правительство телеграмминче патшалăх ертỹçи Шупашкар çинчен пĕрремĕш хут 1469 çулти летопиçсенче асăннине палăртать. Ĕмĕрсем хушши Шупашкар Атăлçи тăрăхĕнче чи пĕлтерĕшлĕ экономика, культура центрĕ шутланнă, чи пысăк суту-илỹ порчĕ пулнă.
"Эсир чăнахах та тĕп хулан историйĕнчи мухтавлă страницисемпе, ентешĕрсен темиçе ăрăвĕпе, вĕсен йышĕнчен тухнă паллă литераторсемпе тата ученăйсемпе, çар çыннисемпе тата космонавтсемпе, артистсемпе тата спортсменсемпе мăнаçланма пултаратăр.
Паянхи Шупашкар пысăк промышленность, наука, вĕренỹ вăй-халĕллĕ, кунта социаллă тата транспорт инфратытăмĕ аталаннă, культура, ăс-хакăл пуянлăхĕллĕ пысăк та илемлĕ, хальхи пурнăç ыйтнă пек тĕреклĕ хула. Кунта пурăнакансем тĕрлĕ наци хушшинчи килĕшĕве упранине, пултаруллă тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленине, çак йăла-йĕрке ăруран-ăрăва куçнине, тăван хула, Чăваш Республикин тата Пĕтĕм Раççей ырлăхĕшĕн çапла майпа хăйсен тỹпине хывма тăрăшнине чăнахах та палăртма кăмăллă", - палăртнă саламра.
Ноябрь 2024 |