Паян ют яла шкула çỹрекен ачасем çуран утмаççĕ. Вĕсене кашни ир ятарлă автобус килсе илет, уроксем хыççăн леçсе ярать. Техника çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче вĕренекенсене турттарма хатĕр-и? Çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăлармасть-и? Шăпах çак ыйтусен тупсăмĕсене палăртма августăн 29-мĕшĕнче районти шкул автобусĕсене РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн представителĕсем тĕрĕсленĕ.
Район балансĕнче хальхи вăхăтра 24 шкул автобусĕ тăрать, вĕсенчен çирĕмĕшĕ ачасене пĕлỹ çуртне илсе çỹреççĕ. Тепĕр тăваттăшĕ класс тулашĕнчи мероприятисене хутшăнакансене кирлĕ вырăна илсе çитерессипе тимлеççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче 23 транспорт ирлĕ-каçлă çула тухать, 33 маршрутпа 810 ачана турттарать.
Тĕрĕслев пур автобус та "Ачасене турттармалли автобуссем" ГОСТпа килĕшсе тăнине кăтартса панă. Водительсем çуллен хăйсен пĕлĕвĕсене Раççей ДОСААФĕн районти уйрăмĕнче ỹстереççĕ. Пур транспорта та спутник навигацийĕн ГЛОНАСС системине тата тахографи вырнаçтарнă.
О. Павлова
Ноябрь 2024 |