Пурнăçра çынна усал туни нихăçан та ырăпа таврăнмасть. Темшĕн тепĕр чухне хăш-пĕрисем çакна ăнланмаççĕ. Темиçе кун каялла пирĕн редакцие пĕр хĕрарăм куççуль витĕр шăнкăравларĕ. Çамрăк ача амăшĕ (виçĕ пепке çитĕнтереççĕ) кĕçĕн ывăлĕпе Патăрьелĕнчи тĕп больницăна килнĕ-мĕн. Автомашинине ниçта та лартса хума вырăн çуккипе (кунта яланах çапла йышлă транспорт хĕвĕшет) Мир урамĕнчи пĕр çурт умне вăхăтлăха хăварнă. Никама та чăрмантармасть, иртсе çỹреме пулать тесе шутланă хĕрарăм. Анчах тухсан пăхать те шалт тĕлĕнсе каять. Хăйĕн автомашинине палласа та илеймест: малти алăкĕнчен пуçласа хыçалти капочĕ таранччен пăтапа йĕрлесе, çырса пĕтернĕ. Вĕсен умне лартнăшăн кунта пурăнакан пĕр çын автомашина хуçине çапла тавăрнă-мĕн. Тепĕрне усал тунипе чунĕ лăпланнă-ши апăршан? Шел пулин те шар кураканăн видеосăнав та пулман. Ун пек чухне пуçтаха тăкакне саплаштарттарма та пулĕччĕ те...
Ноябрь 2024 |