Инкекрен сыхлансан аванрах

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2019, 16:46 Просмотров: 368

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул "Калинино - Патăрьел - Елчĕк" автоçул хĕрринче вырнаçнă. Шăпах çакăнта транспорт та нумай çỹрет. Вĕренỹ çулĕ пуçланнăранпа учительсемпе ашшĕ-амăшне, вĕренекенсене çул урлă каçма кансĕрри пăшăрхантарать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова ку ыйтăва татса парас тĕллевпе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕпе И. Рубцовăпа, пĕрремĕш вăтам шкул директорĕпе Н. Андреевăпа, РФ ШĔМĕн "Батыревский" уйрăмĕн çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕпе Д. Кудряшовпа тата район территорийĕнче çул çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен ытти служба представителĕсемпе канашлу ирттернĕ. Пĕрле сỹтсе явнă хыççăн 7 сехет те 30 минутран пуçласа 8 сехетчен РФ ШĔМĕн "Батыревский" уйрăмĕн ĕçченĕсемпе учительсем пĕрле дежурство йĕркелесе ачасем шкула çул урлă каçассине тата техника çỹрессине йĕрлесе тăма йышăннă. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче вĕренекенсене автомашинăпа илсе килекенсен ăçта чарăнмалли вырăна палăртмалли пирки калаçнă.

Çула "Чăвашупрдор" учреждени пăхса тăнă май асăннă лаптăкра светофор лартас ыйтупа тухма йышăннă.

О. Павлова 

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика