Хĕл çывхарса пынă май фермăсене те сивĕ кунсене кĕтсе илме тĕплĕн хатĕрлемелле. Урайне, чỹречинсене, алăксене юсамалла, çĕнетмелле, стенасене шуратса дезинфекцилемелле. Ĕçĕ çителĕклех.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов ертсе пыракан комисси сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 18-мĕшĕччен ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен витисене çитсе курать. Комисси членĕсем ферма территоринчи тирпейлĕхе, дезбарьер, ятарлă документсем, информаци стенчĕ пуррине, ĕçлекенсене тум панине, хуралтăсенчи тасалăха, ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăхне пăхăннине тата ыттине те пăхаççĕ.
О. Бельдекова
Ноябрь 2024 |