Старта чĕнчĕ "Авангард"

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2019, 17:28 Просмотров: 383

Сентябрĕн 4-мĕшĕнче хĕвеллĕ те уяр çанталăк Сывлăх кунне хавхаланса ирттерме, районта тухса тăракан "Авангард" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çуран чупассипе спортсменсене старта тăма, куракансене, спортпа "чирлисене" вара кăмăлтан вăй пама пысăк хавхалану кỹчĕ. 1976 çултанпа йăлана кĕнĕ эстафета çỹллĕ шайра иртсе кайрĕ.

Ăмăртăвăн тĕп судйи, "Паттăр" ФСК директорĕ Алексей Краснов Патăрьелĕнчи стадионта йĕркеленĕ эстафетăна хутшăнакан командăсем хатĕрри çинчен пĕлтернĕ хыççăн спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, районти "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн Олег Мешковăн пулăшуçи Людмила Лялина, пичет ветеранĕ, чылай çул "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕнче тăрăшнă Алексей Салмин саламларĕç, спорт тата сывă пурнăç йĕрки çынна сывлăхлă та тĕреклĕ пулма çеç мар, ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталанма, пĕрле пулма пулăшнине, çав вăхăтрах район хаçачĕ вулакансене кăсăклантаракан спорт мероприятине çултан-çул малалла тăсса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каларĕç.

Уяв мероприятийĕнче "Паттăр" ФСК тренер-преподавателĕсене - Вячеслав Спиридонова тата Алексей Алексеева - ăста спортсменсем хатĕрленĕшĕн тата спортри пысăк пуçарушăн район администрацийĕн Хисеп грамотипе, çавăн пекех район, республика шайĕнче палăрнă уйрăм спортсменсене те чысларĕç.

"Авангард" хаçат парнишĕн йĕркеленĕ эстафета 12 ушкăнпа иртрĕ. Ăмăртăва пуçлакансем тата уява илем кỹрекенсем спорт ветеранĕсем пулчĕç. Саккăрăн тăчĕç шурсухалсем старта. Утмăл çултан иртнĕ хастарсем "Паттăр" стадионти 400 метрлă дистанцие çăмăллăнах парăнтарчĕç. Финиша чăн малтан чупса çитнĕ Хурама Твар хастарĕ Терентий Давыдов пирки уйрăм палăртса хăвармалла. Вăл район шайĕнче çеç мар, республикăри ăмăртусене те хастар хутшăнать. Хальхинче те сывă пурнăç йĕркине хапăллакан спортсмен çăп-çăмăллăн финиша чупса кĕчĕ. Еншикри Николай Урмаков ĕç ветеранĕ те çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх. 88 çулхи кукаçи-асатте район хаçатне пĕр сиктермесĕр çырăннисĕр пуçне ун ячĕпе йĕркеленĕ эстафетăна та хапăлласах хутшăнчĕ. Сăмах май каласан, çуран чупакансенчен вăл чи асли пулчĕ, чи кĕçĕнни вара пилĕк çулхи Яна Рубцова.

Эстафета кашни ушкăнпах хĕрỹ тата кăсăклă, çивĕч кĕрешỹре иртрĕ. Ача садне çỹрекен пĕчĕк шăпăрлансем тăрăшса чупнине те пурте киленсе пăхрĕç. Çĕр метрлă дистанцие парăнтарнă пулас спортсменсенчен пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн команди тăма тивĕçрĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем (1- 4 классем) хушшинчи 15 командăран Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти ачасем питĕ хăвăрт чупнипе тĕлĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Первомайскисемпе Пăлапуç Пашьелсем.

Кăçалхи эстафетăра хĕрарăмсем уйрăмах пысăк хастарлăх кăтартрĕç.16 командăран пĕрремĕш вырăна районти социаллă хỹтлĕх центрĕн, иккĕмĕшне централизациленĕ клуб системин, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн спортсменĕсем çĕнсе илчĕç. Арçынсен пилĕк командинчен районти пушар хуралĕн спортсменĕсем пĕрремĕш, район администрацийĕн команди иккĕмĕш вырăнта. Çак ушкăнтах ДОСААФ чысне хỹтĕленĕ Хлебниковсене те палăртса хăвармалла. 

Старта тăнă тепĕр пысăк ушкăн - вăтам шкулсенчи 7 - 9 класра вĕренекенсен командисем пулчĕç. 14 командăран Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул пĕрремĕш, иккĕмĕш вăтам шкул иккĕмĕш, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул виççĕмĕш вырăнсенче. Çăмăл атлетсен эстафетинче уйрăмах аслă класра вĕренекенсем хушшинчи тупăшу питĕ хĕрỹ иртрĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Первомайскинчи вăтам шкулсен спортсменĕсем стадионти кашни çаврăмра пĕрремĕш вырăншăн кĕрешрĕç: е пĕри, е тепри пĕр-пĕринчен иртсе кайрĕ. Çапах та Патăрьелсен çирĕп команди йывăрлăха парăнмарĕ, пĕрремĕш вырăна вĕçертмерĕ. Пуçламăш тата тата тĕп шкулсенче ĕçлекенсенчен Кзыл Камышсене, вăтам шкулти педагогика работникĕсенчен каллех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул командине пĕрремĕш вырăн илнĕ ятпа саламларĕç.

Шел пулин те, районти 19 ял тăрăхĕнчен 6-шĕ çеç Сывлăх кунне, сывă пурнăç йĕркине халалланă эстафетăна хутшăнчĕ. Вĕсенчен Нăрваш Шăхальсем пĕрремĕш, Шăхачсем иккĕмĕш, Первомайскисем виççĕмĕш вырăнсенче. Предприятисемпе организацисенчен РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн спортсменĕсем чи кăтартуллисем пулчĕç, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем мала тухрĕç. Централизациленĕ клуб системипе район администрацийĕн командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Редакцирен:

"Авангард" хаçат редакцийĕ мала тухнă командăсене пылак парнесемпе - тортсемпе - чыслама майсем туса панăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне, Пăлапуç Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ Олег Мешкова чун-чĕререн тав тăвать.

А. Егорова

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика