Районта – Николай Косулин

Категория: Публикации Опубликовано: 10.09.2019, 10:27 Просмотров: 349

Сентябрĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Николай Косулин Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă, Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Люляри иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче тунă гидротехника сооруженинче юсав  вĕçленсе пыни пирки ăна хута ярас ыйтăва сÿтсе явнă.

Çавăн пекех Шупашкар хăни  вырăна çитсе ĕç ушкăнĕпе пĕрле федерацин «Раççей Федерацийĕнчи шыв хуçалăхĕн комплексне аталантарас» программипе тăвакан объектпа тĕплĕнрех паллашнă. Тулли мар яваплă «Батыревская МТС» пĕрлешÿ кунта юсав 2018 çулхи август уйăхĕнче пуçланă, кăçалхи ноябрьте вĕçлемелле. Объектăн смета хакĕ 14 миллион тенке яхăн.

И. Александров

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика