Сентябрĕн 19-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн XXXIII ларăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Михаил Петров ертсе пынă.
Лару ĕçне район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени, организаци, предприяти ертỹçисем хутшăннă.
"Патăрьел районĕн бюджет тивĕçтерĕвне уйрăм çынсен тупăшĕнчен кĕрекен налукăн хушма нормативĕнчен уйăрса парса танлаштарасси çинчен" ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова доклад тунă.
Çавăн пекех депутатсем награда ыйтăвĕсемпе те тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
(Хамăр корр.).
Ноябрь 2024 |