Туйсем кĕрлеççĕ, ачасем çуралаççĕ...

Категория: Публикации Опубликовано: 24.09.2019, 09:27 Просмотров: 179

КУЛЛЕНЕХ пирĕн пурнăçра улшăнусем пулаççĕ: пĕрисем çуралаççĕ, теприсемпе ĕмĕрлĕхех сыв пуллашатпăр. Çулталăк пуçланнăранпа, сентябрь уйăхĕччен, районта 197 ача çуралнă. Çут тĕнчене 98 арçын ачапа 96 хĕр ача килнĕ. Çĕнĕ "кайăксем" хутшăнни савăнтарать, анчах кăтарту пĕлтĕрхинчен пĕчĕкреххи пăшăрхантарать. Иртнĕ çул çак вăхăт тĕлне 218 пепкене алла илнĕ.

50 çемьере- пĕрремĕш ачаллă, 58-че - иккĕмĕш, 64-че - виççĕмĕш, 13-че - тăваттăмăш, улттăшĕнче - пиллĕкмĕш, пĕринче - улттăмĕш, иккĕшĕнче çиччĕмĕш ачаллă пулнă.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çын вилни пирки пĕлтĕрхинчен 24 акт сахалтарах- 372 - çырнă. 8 уйăхра 173 арçынпа 199 хĕрарăм вилнĕ. Этемлĕхĕн вăйлă пайĕ вăтамран çĕр çинче - 66, черчен пайĕ 80 çул пурăнать.

Мăшăрланакансен те шучĕ чакса пырать. Мендельсон маршĕ 107 çемьешĕн (2018 çулта - 19 нумайрах) янăранă. 46 мăшăр тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика