Раççей Правительствин вице-премьерĕ Ольга Голодец массăллă физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Республики ăнăçлă ĕçлесе пыракан регионсен йышне кĕнине асăннă.
"Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн спортпа туслă çынсен йышне малашлăхра 55 процента çитермелле. Паян çак кăтарту 40 процента çывăх. Çав вăхăтрах ку енĕпе Краснодар крайĕ, Астрахань облаçĕ, Санкт-Петербург, Мордва, Чăваш Республикисем, Пенза, Тюмень облаçĕсем малта пыраççĕ",- тенĕ Ольга Голодец "Раççей - спорт çĕршывĕ" форумăн йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕнче.
Статистика кăтартăвĕсемпе 2019 çулăн пуçламăшĕ тĕлне республикăри халăхăн 44,8 проценчĕ физкультурăпа спорта тăтăшах хутшăннă.
Аса илтеретпĕр, 2014 çулхи октябрьте Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче "Раççей - спорт çĕршывĕ" юбилейлă пиллĕкмĕш форум иртнĕччĕ. Уява Раççей Президенчĕ Владимир Путин та хутшăннăччĕ.
Виçĕ кун хушшинче Чăваш Ен тĕп хулине виçĕ пине яхăн хăна пуçтарăннăччĕ, вăл шутра тĕнчери 20 çĕршывран губернаторсем, министрсем, спортсменсем тата ыттисем те.
Ноябрь 2024 |