Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн çут ҫанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин анлă ларăвне хутшăннă. Тĕпрен илсен, унта калаçу «Экологи» наци проекчĕ тавра пынă.
Чăваш Наци телекуравĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Раççей Федерацийĕн çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Дмитрий Кобылкин «Экологи» наци проекчĕ Чăваш Енре питĕ лайăх пурнăҫланса пынине палăртнă. РФ ытти субъекчĕсемшĕн республика паха тĕслĕх вырăнĕнче тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Ку ĕҫре уйрăмах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн витĕмĕ пысăк. Енчен те вăл тимлĕх уйăрман пулсан, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма май та ҫук пулĕччĕ. Наци проекчĕ пурнăҫа кĕни куҫкĕретех. Сирĕн малтан та ку енĕпе лару-тăру начар мар пулнă. Экологи тĕлĕшĕнчен пысăк ĕҫсем йĕркелесе ирттернĕ. Паянхи кун та чăнласах та, Чăваш Ен малта пыраканнисенчен пĕри», - тенĕ министр.
Республикăра йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлес ĕçри ҫĕнĕлĕхсем 2018 ҫулхи октябрь уйăхĕнчен пурнăҫа кĕме тытăнчĕç. Регионти оператор паян 1670 ял тăрăхĕнчи ĕҫ-пуҫа йĕркелесе пырать. Малтанлатса хăш-пĕр ялсенчен ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлеме ятарлă контейнерсем ҫителĕклĕ пулманни чăрмав кӱретчĕ.
Юрать-ха, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн витĕмлĕ йышăнăвне пула пуçару бюджечĕ программине тĕпе хурса республика бюджетĕнчен ял тăрăхĕсем валли укҫа-тенкĕ уйăрчĕç. Ҫак нухратпа çӳп-ҫапа пухса тирпейлемелли ятарлă лапамсем йĕркелерĕç, контейнерсем те туянчĕç.
Свалкăсене тирпейлесе пырассипе, вĕсене пĕтерессипе те Чăваш Ен малта пыраканнисенчен пĕри. Раҫҫей Федерацийĕн Общество палатин членĕсем кулленех регионсенчи лару-тăрупа паллашаҫҫĕ. Вĕсем Чăваш Енре ку енĕпе туса ирттернĕ ĕçсене пысăк хак панă. «Симĕс патруль» обществăлла организаци хаклавĕ тăрăх, пирĕн республика федерацин Атăлçи округĕнче те экологи тĕлĕшĕнчен 2-мĕш вырăна тивĕҫнĕ.
А. Иванов
Ноябрь 2024 |