Çыннăн чи пĕрремĕш ĕçĕ сунар пулнă. Тискер чĕр чунсене аш-какайшăн, йăла-йĕрке ирттермешкĕн тытнă. Паян та арçынсен юнĕнче çак туйăм тăрса юлнă, анчах халь саккунпа килĕшỹллĕн кашнийĕ аллине пăшал тытаймасть. Ятарлă лицензи кирлĕ. Сунарçăн сывлăхĕ те çирĕп, спортпа туслă, чăтăмлă пулмалла, пăшалпа усă курма пĕлмелле.
Пирĕн районта та сунарçăсем сахал мар, вĕсенчен пĕри манăн кукка - Геннадий Уткин. Çывăх çыннăм 1962 çулта Туçа ялĕнче çуралнă. Сунар ĕçĕпе нумай çул кăсăкланать. Тискер чĕр чунсене тытма юранине ĕнентерекен ятарлă документсем те пур. Хĕлле мулкач, тилĕ хыççăн хăвалама юр çийĕн çỹрекен хатĕр те туяннă. Вăл çавăн пекех пулăçă та. Ирпе-ирех тăрса час-часах пулла çỹрет. Унăн юратнă каналĕсенчен пĕри - "Охотник и рыболов". Спортсмен пулнă май биатлонистсен ăмăртăвне те курма кăмăллать.
Кукка техникăсăр та тăраймасть. Вăл тракторпа çỹрет. Алли ылтăнран хăйех юсать, тỹрлетет. Ытти ĕçе те ăста пурнăçлать. Амăшне, манăн кукамая та - Мария Уткинăна - пăрахмасть. Яланах май пур таран пулăшма тăрăшать.
И. ЗАХАРОВА
Ноябрь 2024 |