Техникăран эпир пуян, иртсе çỹретпĕр аран-аран

Категория: Публикации Опубликовано: 27.09.2019, 10:42 Просмотров: 173

ЯЛТА техника тытакансем нумайланса та нумайланса пыраççĕ. Хăш-пĕр уйрăм çынсен кил-хуçалăх умĕсем халь парках аса илтереççĕ. Тракторĕ, çăмăл машини, кăкарса çỹремели хатĕрсем кураври пекех лараççĕ. Çĕрпе ĕçлекенсене вĕсем пурте кирлине питĕ лайăх ăнланатпăр-ха, анчах çакă кỹрше-аршăн, ял-йышăн кăмăлне шута илменни те пулать. Ача-пăча выляма пырса суранланасран та хăрамалла, çавăн пекех тĕрлĕ химикат сапса килнĕ хыççăн агрегат çуртсен территоринче пулни те сисчĕвлентерет. Кĕçĕн Арапуçĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăм çакăн пирки телефонпа шăнкăравласа питĕ пăшăрханса калаçрĕ. Çавăн пекех ялти лавкка умне хурсем пухăнса тăнине, кайран çак вырăнта ним те мар шуса ỹкме пултарнине те каларĕ. Кĕçĕн Арапуçшăн кăна мар, ытти ялсемшĕн те ку ыйтусем питĕ çивĕч.

Уйрăмах техника урамра нумай пулни шухăшлаттарать. Хуçисен тивĕçлĕ йышăнусем тума май çук-шим?

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика