Сĕт-турăха сутассин тата сертификацилессин йĕркинчи улшăнусене нумайăшĕ туйса та илчĕ пулĕ.
Июль уйăхĕнчен пуçласа электронлă ветеринари сертификацийĕн тытăмне сĕт продукцийĕн темиçе тĕсне кĕртрĕç (çакă вĕсен тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсене электронлă майпа кăна пурнăçламаллине пĕлтерет): çăратнă сĕт, сливки, кефир, варенец, ряженка, сыр тата пылак пăр. Ноябрь уйăхĕнчен пуçласа список татах пуянланĕ - сĕт тата йỹçнĕ сĕт продукцийĕ хушĕç.
Электронлă ветеринари сертификацийĕн (ЭВС) тытăмне аталантарни Раççейре выльăх-чĕрлĕх продукцине "уй-хиртен пуçласа лавкка сентрисем çине çитиччен" тĕрĕслекен тытăм кирлипе çыхăннă.
Фальсификат енĕпе, сăмахран, шăпах сĕте палăртаççĕ: Россельхознадзор 2018 çулта тĕрĕсленĕ продукцирен-пиллĕкмĕш пайĕ. Чи малтанах кунта ỹсен-тăран çăвĕ хушни пирки сăмах пырать, çав шутра пальма çăвĕ те.
Специалистсен хаклавĕ тăрăх вара çулсерен Раççейре 5,5 миллион тонна яхăн сĕт туса кăлараççĕ, 3,5 миллион тонна яхăн сĕт-турăх, 400 пин тонна яхăн пылак пăр. Анчах та, экспертсен шухăшĕпе, ку йышши тавара туяннă чухне унта хутăш пуррине палăртма май çук. Çакна пĕлес тесен, сăмахран, пылак пăра лабораторие памалла, фитостеринсем пуррине тĕпчеме.
Сĕтрен хатĕрленĕ продукцие çак тытăма кĕртни - фальсификаципе кĕрешмелли витĕмлĕ мел тесе шутлаççĕ Россельхознадзор ĕçченĕсем. Ултавпа тупăш илекенсене тăрă шыв çине кăларма пулăшнине палăртаççĕ специалистсем.
Акă, нумаях пулмасть Чăваш Енре икĕ арçын çак тытăмра саккунсăр вăй хуни çиеле тухнă. Палăртмалла, чарса лартнă тĕслĕх паянхи кун тĕлне 5 таранах.
Пĕтĕмĕшле илсен, ветеринари докуменчĕсене электронлă майпа пурнăçланă чухне пĕр евĕрлĕ йăнăшсем тĕл пулаççĕ. Продукци срокран тухнă пулин те, вĕсен тĕлĕшпе ветеринари докуменчĕсем çырса параççĕ.
Сĕт тĕлĕшпе пĕр уйăх маларах ветдокументсем пани те çиеле тухнă. Справкăра тата ветдокументсем çинче çырнисем пĕр килмеççĕ иккен.
Республикăра "Гашение ВСД" текен операцие çаплах сивлеççĕ-ха. Вăл е ку продукци вырăна çитнине çирĕплетсе çакна пурнăçламалла.
Каласа хăварар, кашни уйăхра республикăра 730 пине яхăн ветдокумента электронлă майпа хатĕрлеççĕ. Çак ĕçе шаннă специалистсене тимлĕрех пулма ыйтаççĕ Россельхознадзор ĕçченĕсем.
Н. ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ
Ноябрь 2024 |