Спорта пысăк тимлĕх уйăрĕç
Çитес çул республикăри хуласемпе районсенче спорт сооруженийĕсене юсаса çĕнетме, пурлăхпа техника базине çирĕплетме 500 млн. тенкĕ уйăрма палăртнă. Вырăнти спорт тытăмне, шкул çумĕнчи стадионсене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрĕç.
Акци иртĕ
"Экологи" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Пĕтĕм Раççейри "Вăрмана упрар" акци пур регионта та иртет. Унăн тĕллевĕ - вăрман пуянлăхне сыхласа тата упраса хăварасси. Çавна май Атăл леш енне Шупашкарти вăрман хуçалăх территорине сентябрĕн 28-мĕшĕнче, октябрĕн 5-мĕшĕнче тата октябрĕн 12-мĕшĕнче республикăра пурăнакансене йывăç лартма йыхравлаççĕ. Хунавсене 2010 çулта пушарта шар курнă лаптăк вырăнне лартаççĕ. Акцие хутшăнакансене кирлĕ хатĕрсемпе туллин тивĕçтерĕç.
Спайс сутнăшăн
Çĕнĕ Шупашкарти 3 каччăна спайс сутнăшăн суд тăваççĕ. Техникумра вĕренекенскерсем 50 вăрттăн вырăна наркотик хунă тесе шухăшлаççĕ. Çамрăксем хăйсен айăпне туллин йышăннă. Кун пек преступленишĕн 10 çуллăха ирĕксĕр юлма пулать.
Ноябрь 2024 |