Пĕчĕккисен пурнăçĕпе сывлăхĕ, хăрушсăрлăхĕ пĕтĕмпех аслисен аллинче. Çут çанталăк пире усăллипе, тутлипе тивĕçтерет, илемĕпе илĕртет. Çав вăхăтрах сиенлинчен те асăрханмаллах. Ачасем килтен е ача садĕнчен тухсан наркăмăшлă ỹсен-тăран, кăмпа тупасса шухăшламастпăр та. Шăпах вĕсемпе паллаштарас тĕллевпе эпир, Первомайскинчи "Шуçăм" ача сачĕн воспитателĕсем, ушкăнри çитĕнекен ăрупа занятисем ирттертĕмĕр. Вĕсем тимлĕ итленĕ хыççăн ыйтусем те парса кăсăкланчĕç. Хăшĕ-пĕри аслисемпе кăмпара пулса курнине те çирĕплетрĕ. "Çиме юрăхли" тата "наркăмăшли" вăйăра шухăшлавсене аталантарчĕç.
Г. КИРГИЗОВА, ача сачĕн воспитателĕ
Ноябрь 2024 |