Выльăх хырăмне пахча çимĕç пăсмасть

Категория: Публикации Опубликовано: 01.10.2019, 10:06 Просмотров: 519

ЯЛ ХУÇАЛĂХ продукцийĕсем кăçал питĕ йỹнелсе кайрĕç тата туянакансем те çукрах. Халăх халь вĕсене ниçта хурайманнипе выльăхсене çитерет, анчах пурте юрăхлă-и-ха? Çакă та вĕсене пăшăрхантарать. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕпе П. Ефимовпа, район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕпе З. Телегинапа тата ытти специалистсемпе те телефонпа çыхăнтăмăр. Вĕсем хĕрлĕ чĕкĕнтĕре ĕнесемпе вăкăрсене çитерме юранине, анчах 3-4 килограмран ытлашши памалла маррине пĕлтерчĕç. Рациона кĕртсен вăл кулленех пулмалла. Сăвакан ĕнесен сĕчĕ хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çинĕ хыççăн тĕсĕ те кăштах тĕксĕмленет.

Çĕр улмие пĕçерсе çитерекенсен те асăрхануллăрах пулмалла. "Иккĕмĕш çăкăра" пиçнĕ хыççăн пĕр талăк çурăран ытлашши тăратма юрамасть, унсăрăн унта наркăмăшлă япаласем пухăнма пуçлаççĕ. Шывне тăкмасан пушшех те хăрушлăх кăларать. Кишĕрте каротин нумай, вăл выльăхсемшĕн питĕ усăллă, анчах татах виçеллĕ памалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика