Хаклав
Рудольф СЕЛИВАНОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Кирек хăш муниципалитетшăн та районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсене татса парасси, çынсен пурнăç пахалăхне ĕç вырăнĕсем йĕркелесе, халăх сывлăхне çирĕплетсе, тупăш кĕртессине ỹстерсе лайăхлатасси тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" Указра халăхăн пурнăçне патшалăх пулăшăвĕпе лайăхлатмалли 5 тĕп çула палăртрĕ. Кунта вĕрентỹ, сывлăх, культура, спорт тата обществăлла инфратытăм кĕрет. Çак документ больницăсемпе поликлиникăсене, шкулсемпе ача сачĕсене, лагерьсене, культура учрежденийĕсене тĕплĕн юсама, стадионсем тума тата реконструкцилеме, вĕрентỹ тата медицина пурлăх базисене çирĕплетмешкĕн çул уçса парать.
Республика ертỹлĕхĕшĕн çынсен пурнăçне лайăхлатасси, чухăнлăха чакарасси, тивĕçлĕ пурнăç условийĕ туса парасси тата патшалăхăн социаллă аталанăвĕ малти вырăнта пулни савăнтарать. Интереслĕ ĕçе, тивĕçлĕ шалăва, хăтлă пурнăçпа социаллă инфратытăм аталанăвне кура çын хăйĕн пурнăç шайне хаклать. Çывăх вăхăтри улшăнусем халăх пурнăç шайне ỹстерессипе тỹррем- мĕнех çыхăннă. Халăх пурнăç шайне тата хăтлăхне ỹстересси, тĕпрен илсен, çĕршывăн тĕп тĕллевĕ.
Ирина РУБЦОВА, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ:
-Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен" 118-мĕш Указа алă пусни савăнтарчĕ. Унта ачасене вĕрентессине пахарах йĕркелес ĕçе малалла тăсас тĕллевпе вĕрентỹ организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне тата та çирĕплетме тĕллев лартнă. 2020 çул валли вĕрентỹ тытăмне инноваци никĕсĕнче аталантармашкăн условисем тума 1,2 млрд тенкĕ хушма укçа уйăрĕç.
Паян 50 проценчĕ тата ытларах кивелсе çитнĕ районти шкулсенче 4072 ача пĕлỹ илет. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта икĕ сменăпа вĕренеççĕ. Унта хушма çурт кирлĕ. Çавăн пекех ытти хăш-пĕр вĕрентỹ учрежденийĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçламалла. Шăнкăртамри "Ромашка" ача сачĕ çĕнĕлĕх ыйтать тата ытти те.
Пуçламăш классене 1711 ача çỹрет. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан парта хушшине ларакан ачасен шучĕ палăрмаллах ỹсрĕ. Уйăракан укçана вĕсене валли сĕтел-пукан туянма яма палăртни те савăнтарать.
Ноябрь 2024 |