Йывăç лартнă май ача çут çанталăкпа, çĕрпе çывăхланать. Вăл тавралăха ăнланма, хисеплеме, упрама вĕренет. Ỹссе çитсен те пĕчĕкле хăнăхнă йăлана малалла тăсать.
Анат Туçари пуçламăш шкул-ача садĕнчи аслă тата вăтам ушкăнри ачасем "Йывăç ларт" акцие хутшăнчĕç. Вĕсем аслисем пулăшнипе хăйсен участокне çамрăк хунавсем лартрĕç. Çакăншăн пĕчĕкскерсем питĕ хĕпĕртерĕç.
Вăхăт иртнĕçем тĕмсем те ачасемпе пĕрлех ỹсĕç, хăйсен илемĕпе савăнтарĕç.
Л. СОРОКИНА, О. БАБОЧКИНА воспитательсем
Ноябрь 2024 |