Малашлăх- çитĕнекен ăру аллинче

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2019, 12:25 Просмотров: 432

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çĕршыври 19 регионта (Чăваш Республики те çав шутрах) 2010 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа 4-мĕш классенче çĕнĕ вĕренỹ предмечĕ "Тĕн культурисен никĕсĕсем тата çутлăх этики" кĕртрĕç. Вăл ултă модульрен тăрать. Хăшне вĕренессине ашшĕ-амăшĕ татса парать. Çĕнĕлĕхе вĕрентме пуçланă хыççăн аслă ăрурисем хы- пăнса ỹксе, теприсем хĕпĕртесе калаçнине илтме пулатчĕ. Виççĕмĕшĕсем вара хăраса ỹкнине те асăрханăччĕ.Çулсем иртнĕçемĕн, çак предмета чылай çул вĕрентнĕ май, çакна калама пултаратăп. Ачасем предмета питĕ юратаççĕ, кăсăкланаççĕ, тем тĕрлĕ ыйту та параççĕ. Вĕсен тавракурăмĕ те анлăланать, харпăр-хăйне тыткалас тĕлĕшпе шухăшлама та вĕренеççĕ. Çавăнпа та малашне те вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме сĕнетĕп.

10 - 11 çулхи ача тĕнче çине пуçласа çитĕннĕ çын евĕр пăхма пуçлать. Çавăн пекех вăл таврари пулăма, аслисен ĕç-хĕлне, тыткаларăшне хак пама хăтланать, ыттисем хушшинче хăй вырăнне тупма пĕрремĕш утăмсем тăвать. Ашшĕ - амăшĕн çак тапхăрта уйрăмах тимлĕ пулмалла, ỹссе çитĕнекен ăрушăн чи çывăх çын, кирек епле ыйту çине те хурав пама пултаракан юлташ пулса тăмалла. Ачана хумхантаракан пулăмсене пĕрле сỹтсе явмалла. Çак предмет ашшĕ-амăшĕпе ачасем хушшинче çыхăну йĕркелеме пулăшать. Кашни урок хыççăн килте калаçу ирттермелле. Мĕн çинчен сăмах пынине, урокра мĕн çĕннине пĕлнине ыйтса пĕлмелле.

Пирĕн район территорийĕнче, тĕпрен илсен, икĕ тĕрлĕ тĕн культурине(православи тата ислам) тытса пыраççĕ. Чăвашпа тутар халăхĕ килĕштерсе, туслă пурăнаççĕ. Малашне те хамăр ачасене ют тĕн культурине хисеплеме вĕрентесчĕ. Аслисен хăйсен ĕçĕпе те, сăмахĕпе те кĕçĕннисене тĕслĕх кăтартасчĕ.

Нимĕнле вĕрентỹ курсĕ те хăйне тĕллĕн ачана воспитани пама пултараймасть. Алла кĕнеке тыттарнипе те, темиçе урок ирттернипе тỹрех тỹрĕ чунлă та ырă кăмăллă,чунпа сывă та тĕреклĕ, кирек хăш вăхăтра та пурне те пулăшма хатĕр çын туса хума çук.

"Тĕн культурисен никĕсĕсем тата çутлăх этики" предмета вĕреннĕ май ачасем мораль, нравственность ыйтăвĕсем çинчен шухăшлама пуçлаççĕ. Анчах çак ыйтусем çине хурав пама хăш-пĕр чухне пĕтĕм пурнăç тăршшĕ чухлĕ вăхăт кирлĕ.

Хаклă ашшĕ-амăшĕ, хăвăр ачăрсемшĕн вăхăтăра та, вăй-халăра та ан шеллĕр, вĕсемпе пĕрле вĕренĕр, ытларах калаçăр. Çитĕнекен ăру пурнăçăн анлă сукмакĕ çине тăнă çеç-ха. Çывăх çыннисем пулăшса тĕрев парсан çеç анлă çул çăмăл туйăнĕ.

Алина Анан ьева , Аслă Чементи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика