Тăрăшса вăй хунăран кăтартăвĕсем курăмлă

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2019, 12:35 Просмотров: 468

Августăн 27-мĕшĕнче "Авангард" хаçатра "Комплекс çитĕнĕвĕсем халĕ те асрах" ятпа статья пичетленсе тухнăччĕ. Унта "Южное" сысна комплекс пуçланса кайни тата çитĕнĕвĕсем пирки А. Скворцов ĕç ветеранĕпе А. Кузнецова обществăлла корреспондент тулли те интереслĕ çырса кăтартнăччĕ. Шел пулин те, самана пăтраннă вăхăтра комплекс саланчĕ. 2012 çулта ăна "Юрма" агрохолдинг хута ячĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула вăл нумаях ĕçлеймерĕ, çавна май 2017 çулта ăна "Авангард" пĕрлешỹ илчĕ. Комплекс çĕнĕ вăй-хăватпа аталанса кайрĕ.Хаçат вулакансене "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕн ĕç-хĕлĕпе туллинрех паллаштарас тĕллевпе унăн директорĕпе В. Петровпа тĕл пултăмăр.

-_ Владислав Алексеевич, калаçăва хальхи вăхăтри кăтартусенчен пуçлар-ха.

- Паяна 13500 ытла сысна пирĕн, унтан амасем 920 пуç. Пĕр тĕп ама вăтамран 11,5 çура çăвăрлать. Комплекса йышăннă чухне 12281 пуç пулнă. Кăтартусене çуллен лайăхлатса пыма тăрăшатпăр. 2017 çулта 2480 тонна аш-какай туса илнĕ пулсан пĕлтĕр 2770 тонна çитернĕ. Кăçал çулталăка 2850 тоннăпа вĕçлеме палăртрăмăр. Умма лартнă лартнă тĕллеве пурнăçлатпăрах, октябрь уйăхĕ тĕлне кăтарту 2000 тоннăпа танлашрĕ. Ĕçлеме, аталанма условисем çителĕклĕ.

- Çак пысăк йыша пăхма ĕçлекенсем те нумай кирлĕ пек туйăнать?

- Коллективра 35 çын, кашнийĕ хăйне шаннă тивĕçе чунтан пурнăçлать. Ĕçе йăлтах механизацилеме тăрăшнă. Халь ĕлĕкхи пек михĕсем йăтмаççĕ, тислĕке те алăпа тасатмаççĕ. Сыснасем шăтăклă урайĕнче тăраççĕ, вĕсен каяшĕ тỹрех аялта ларакан ваннăйне каять. Вĕсем тулсан çĕр айне хурса хăварнă пăрăхсем тăрăх насус станцине, çакăнтан ятарлă лагунăсене çитет. Кайран навуса хире шлангăсемпе кăларатпăр, тỹрех тăпрана хыватпăр.

- Ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ еплерех-ши?

- Вăй хуракансем вăтамран 20 пин тенкĕ илеççĕ. Ĕçлекенсене премипе хавхалантарасси, отпуска кайнă чухне укçан пулăшупа тивĕçтересси, уявсенче Пăвари "Карлинский" аш-какай комбиначĕн (вăл та "Авангард" пĕрлешĕвĕнех) продукцине парасси йăлара. Çавăн пекех апат та вырăнтах пĕçерсе çитеретпĕр, унăн хакĕн 50 процентне çеç тỹлеççĕ, ыттине организаци саплаштарать. Рабочисем 5 кун ĕçлесе икĕ кун канаççĕ.

- Кăтартусем, паллах, хăйсем тĕллĕн пулмаççĕ. Сыснасен ỹт хушасси, продукци илесси вĕсене апат çитернинчен, профилактика мероприятийĕсене пурнăçланинчен нумай килет...

- Тĕрĕсех калатăр. "Авангард" пĕрлешỹре выльăхсене пахалăхлă апат çитерессине тимлĕх нумай уйăраççĕ. Ятарлă специалист кашни ỹсĕмри сыснасем валли апат рационне хатĕрлет, биохутăшсемпе усă курмастпăр тесен те йăнăш мар. Апата сойăран, хĕвелçаврăнăшĕнчен, тырăран тата ытти ỹсен-тăранран хатĕрлеççĕ.

Сăмах май, пурте вĕсем пĕрлешĕвĕн хирĕнче ỹсеççĕ. Хамăр туса илнĕ тыр-пул пирĕн пата каялла апат пулса таврăнать. Ытлашшине çеç сутаççĕ.

Профилактика мероприятийĕсене те вăхăтра туса тăратпăр. Чир-чĕртен сыхланасси пĕрлешỹре, çавăн пекех филиалта та пĕрремĕш вырăнта тăрать.

Территоринче кашни транспорт, çын çỹреймест.

Апат турттаракан е сысна туянма килекен техникăн ураписене тỹрех дезинфекцилесе кĕртеççĕ. Кайран çак процедурăна тата тепĕр хут та ирттереççĕ.

Витере вара ĕçлекенсене çеç курма пулать. Вĕсем те ирхине душра çăвăнаççĕ, тумĕсене йăлтах улăштарса филиал тивĕçтерекен япаласене тăхăнаççĕ.Каçпа килĕсене кайнă чухне те тасалса тухаççĕ. Çакна валли условисем пур, шампунь, супăнь паратпăр. Автобус илсе килет, леçсе ярать. Сыхланакана Турă та сыхлать тенине манмалла мар. Уйрăмах халĕ, йĕри-таврари регионсенче сыснасен Африка чумине тупса палăртнă вăхăтра, профилактика мероприятийĕсене çирĕп пăхăнмалла. Ку амак лексен тăкакĕ питĕ пысăккине яланах асра тытмалла.

- "Патăрьел беконĕ" филиалăн миçе гектар çĕр?

- Филиалăн 700 гектар ытла çĕр. Анасем Туçа, Çĕньял тата Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче вырнаçнă. Пур çĕрте те усă курман хирсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Пĕрлешỹ тăпра пулăхлăхне лайăхлатассишĕн, пысăк тухăç илессишĕн нумай тăрăшать. Çуркунне минераллă удобрени лекмен пĕр гектар та юлмасть. Çум курăксене хирĕç кĕрешсе гербицид сапаççĕ. Вăй хунине кура тухăç та начар мар: тырă кăçал пĕр гектартан вăтамран 40 центнер ытларах тухрĕ.

Хирте "Авангард" пĕрлешĕвĕн хăватлă техники ĕçлерĕ. "Патăрьел беконĕ" филиал усă куракан çĕрсем вырнаçнă ял тăрăхĕсенче пурăнакансене те тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр. Пĕрремĕш класа каякансене сентябрĕн 1-мĕшĕнче ранецсем тата канцеляри таварĕсем парнелетпĕр, 9-мĕш тата 11-мĕш класран вĕренсе тухакансене укçан хавхалантаратпăр. Çĕнтерỹ кунĕпе саламланă, Ваттисен кунне уявланă çĕре те хутшăнатпăр. Районта иртекен мероприятисенчен те айккине пăрăнса юлса курман.

"Патăрьел беконĕ" Тутар Республикинче вырнаçнă "Авангард" пĕрлешĕвĕн филиалĕ, апла пулсан та налуксене район, Чăваш Республикин бюджетнех тỹлетпĕр.

- Сыснасене сутассипе йывăрлăхсем çук-и?

- Пирĕн патра çитĕннĕ сыснасене туянас кăмăллисем нумайăн. Çакă эпир хушма апатсемпе усă курманнипе, какай пахалăхĕ лайăххипе те çыхăннă. Мускавран, Елабугăран тата ытти çĕртен те килеççĕ. Раççейĕпех саланать тесен те юрать. "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Карлинский" аш-какай комбинатне те илсе каяççĕ.

- Тасатса тирпейлесе тăрсан та фермăра та, ун çывăхĕнче те лайăх мар шăрш пулатех. Владислав Алексеевич, комплексра ăна пĕтерессишĕн ятарлă бактерисемпе ĕçлеме пуçласси пирки каланăччĕ. - Пĕрлешỹре каланă сăмаха çилпе вĕçтермеççĕ. Сыснасен каяшĕ пухăнакан витери савăтсене "Тамир" текен препарат яратпăр, вăл насус станцинче те, лагунăра та пур. Паллах, шăрша бактерисем йăлтах пĕтереймеççĕ, анчах хăрушсăрлатаççĕ. Эпир сывлăша та, тăпрана та анализ тусах тăратпăр, шăрш этем сывлăхĕшĕн сиенлĕ мар. Çут çанталăка хỹтĕлеме кашни кварталта укçа тỹлетпĕр.

- Районта иртекен Акатуй - Сабантуйра, Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче çулленех "Патăрьел беконĕ" пĕрлешỹре тăрăшакансем тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсене, Тав çырăвĕсене тивĕçеççĕ...

- Коллективра пурте маттур, çитĕнỹсем пĕр е ик çын вăй хунипе пулмаççĕ. Уйрăммăн илсен Валерий Каргин инженер-электрика, Галина Мышина, Наталия Трифонова, Сергей Васильев, Ирина Евреева, Галина Сагунева цех начальникĕсене, Олег Логунов водителе палăртса хăвармалла. Ыттисем те хăйсене шаннă тивĕçе ячĕшĕн çеç пурнăçламаççĕ, чунтанах тăрăшаççĕ.

- "Патăрьел беконĕ" филиал кăçал та агропромышленность комплексĕсем хушшинче йĕркелекен "Агро-100" клуба кĕчĕ, çиччĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Сумлисен ретне лекме çăмăл мар пуль?

- "Агро-100" клуба кĕрес тесен кăтартусем пысăк пулмалла, шалу та пĕчĕк кирлĕ мар. Паçăрах каларăм ĕнтĕ, эпир продукци илессине те çуллен лайăхлатса пыма тăрăшатпăр. Çитĕнỹсем пурин куçĕ умĕнче. Ыттисен опычĕпе паллашни те çĕнĕлĕхсем кĕртме, кăтартусене лайăхлатма пулăшать. "Авангард" пĕрлешĕвĕн директорĕ Николай Курчаткин тата специалистсем Мускавра çуллен иртекен "Ылтăн кĕркунне" курава хутшăнаççĕ, Турцие, Китая тата ытти çĕре çитсе агропромышленность комплексĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашаççĕ, унти ырă пуçарусене хамăр патăрта пурнăçа кĕртеççĕ.

- Владислав Алексеевич, малашлăхри тĕллевсем пирки те хаçат вулакансене кăштах паллаштарар-ха.

- Ĕмĕтсем пысăк, вĕсене пурнăçма майĕсем те пур.. 2020 çулта 3500 тоннăран кая мар аш-какай хатĕрлемелле. Тата ытти тĕллевсем те пур, хăшне-пĕрне пурнăçланă хыççăн пĕлтерĕпĕр.

- Калаçушăн тавах.

Ольга Павлова калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика