Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе "Корма" агрофирмăна çитекенни çук. Юлашки çулсенче вăл Туçа ял тăрăхĕнчи сухаланмасăр выртнă лаптăксене ĕçлеме юрăхлă тăвассишĕн нумай тăрăшрĕ. Халь хыт хура ашкăрнă уйсенче тыр-пул çитĕнет. Хирсем тап-таса! Çум курăк тупма та хĕнтерех. Пĕрчĕллĕ культурăсен пучаххисем тулли те вăрăм пулнăран пуçĕсене аялалла уснă. Чун савăнса тăрать.
- Çак кунсенче кăна Кивĕ Ахпỹртри 20 ытла гектара пĕр хутчен дискларăмăр. Ял халăхĕ ăна 20 çул никам та тĕкĕнменнине каларĕ. Çывăх вăхăтра тата тепĕр хут унта техника кĕртетпĕр. Çĕре тỹрех регистрацилерĕмĕр, - терĕ "Корма" агрофирмăна чылай çул ертсе пыракан И. Владимиров ертỹçĕ. Сăмах май, вăл "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Çĕре регистрацилесси пирки Иван Петрович ахальтен çеç сăмах пуçармарĕ. "Корма" агрофирма çум курăк айне путнă пулăхлă хирсене тасатса тирпейленĕ хыççăн ăмсанакансем, хăйсен çĕр пайĕсене çавăнта илес текенсем хăвăрт тупăнаççĕ. Çакăн пек тĕслĕхсемпе тĕл пулнă хыççăн халь çийĕнчех документсем хатĕрлеççĕ. Паян алăра кирлĕ хутсем пулмасан никама та нимĕн те ĕнентерейместĕн çав.
Агрофирмăн хальхи вăхăтра 1016 гектар çĕр, унтан тырă 800 гектар, çĕр улми - 57, сухан вăрлăхĕ - 9, нумай çул ỹсекен курăксем 73 гектар йышăнаççĕ. Акнă-лартнă культурăсем ăнса пулччăр тесе минераллă удобренисемпе те, çум курăкран гербицидпа та усă кураççĕ. Çавăн пекех пĕрчĕллĕ культурăсен тата çĕр улмин вăрлăхĕсене çĕнетсех тăраççĕ. Пĕлтĕр кĕрхи культурăсен "амăшне" те пахалăхлине никĕсе хывнă, анчах кĕр типĕ килнĕрен вĕсем лайăх хĕл каçайманнипе пăсса тепĕр хут акма тивнĕ. Çуркунне тĕш тырă вăрлăхне _ 110 тонна, "иккĕмĕш çăкăрăнне" 100 тонна туяннă.
Ĕçленине, тăрăшнине кура хуçалăхра çулленех кĕлетсем тулли пулни те савăнтарать. Пĕлтĕр, акă, хăш-пĕр хиртен тырă тухăçĕ пĕр гектартан 50 центнер та тухнă, вăтамран 30 центнерпа танлашнă. Пухса кĕртнĕ тыр-пула ытларах çуркунне сутаççĕ. Çакă кĕркунне хак пĕчĕккипе тата пахалăхлă пĕр- чĕллĕ культурăсене хĕл каçарма пур услови те çителĕклипе çыхăннă. Çанталăк ăшăтсан туянас кăмăллисем районтан та, ют тăрăхран та килеççĕ.
"Корма" агрофирмăн техника паркĕ те пуян. Кунта районти хуçалăхсенче çук агрегатсем те пур. Çуркунне пĕрремĕш хут акана "Амазония" сеялка хутшăннă. Кăкарса çỹремелли хатĕре электрон мелĕпе йĕркелесе пыма май пур, вăрлăха вăл пĕр тарăнăшĕнче, тикĕс никĕсе хывать. Тĕмескеселлĕ, айлăмрах вырăнсенче те акăнмасăр юласран хăрамалли çук.
Хирте те хăватлă тракторсем ытларах ĕçлеççĕ. Пĕлтĕр Çĕрпỹ районĕнче иртнĕ "Уй кунĕ - 2018" куравран МТЗ-1221.2 маркăллă "хурçă ута" хăваласа килнĕ. Çавăн пекех техника паркĕ çĕнĕ йышши культиваторпа, опрыскивательпе те пуянланнă. Вырмана "Полесье" маркăллă икĕ комбайн хутшăнать. Вĕсене тахçанах юсаса лартнă.
- Паянхи пурнăçра кивĕлле ĕçленипе нумай каяймастăн. Пысăк тухăç илес, сахал тăкакланас, агротехнологие пăхăнас тесен техника паркне тимлĕх ытларах уйăрмалла. Пĕччен пулсан "Корма" агрофирмăна хальхи хăватпа ертсе пыраймастăмччĕ. Çумра Саша ывăл пурри, эпĕ пуçăннă ĕçе малалла тăсма килĕшни хавхалантарать. Вăл техника паркне пуянлатассишĕн, çĕнетессишĕн нумай тăрăшать. Кỹршĕ районсенчи ял хуçалăх предприятийĕсем пĕр-пĕр техника илсе килсен кайса курать, интересленет. Хуçалăхшăн кирлине туйсан туянатпăр,-тет И. Владимиров. Хуçалăх аслин опычĕпе, çамрăккин тăрăшулăхĕпе аталанса пынине палăртма кăмăллă. Çавăн пекех Иван Петрович районта ял хуçалăх предприятийĕсемпе, фермер хуçалăхĕсемпе йĕркелекен пур канашлăва та хутшăнать. Уйрăмах вырăна тухса йĕркеленисенчен пĕринчен те юлмасть. Кашни хуçалăхран мĕн те пулин вĕренсе, çĕннине пĕлсе килме тăрăшать. Ытти ертỹçĕсен канашĕсене, вĕсен опычĕсене шута илет.
Агрофирма чăннипех те малашлăхпа пурăнать. Нумай пулмасть çеç кунта тăватă миллион тенкĕ ытла тăракан ЗАВ-50 комплекс вырнаçтарнă. Вăл пĕр сехетре 50 тонна тырă аллать, тасалăхĕпе 1 тата 2 класа çитерет. Çывăх вăхăтра унпах вăрлăх та хатĕрлеме пикенесшĕн. Çавăн пекех çанталăк йĕперех пулсан çапса тĕшĕленĕ тырра типĕтме те пултараçç
_ Ял хуçалăхĕнче ĕçлес текенсем сахалланса пыни шутлă çынпа кăна ĕçлемелли техника, комплекс туянма хистет. Агрофирмăра паян кадрсем çитеççĕ, анчах çамрăксем сахалтарах. Шалу вăхăтра тỹлетпĕр, кăнтăрла апат çитеретпĕр, - терĕ хăйĕн чун ыратăвне пытармасăр Иван Петрович. Тĕрĕсех пăшăрханать ертỹçĕ. Кун пек ỹкерчĕк пĕр хуçалăхра кăна мар. Ялти лавкка умĕнче укçа ыйтса тăракансем те, унта та кунта апатшăн ĕçлесе çỹрекенсем те пĕр вырăнта тĕпленсе вăй хума васкамаççĕ. Вĕсен хушшинче вара нумайăшĕ 40е те çитмен. "Корма" çĕр ĕç фирми пур никĕс çинче йĕркеленнĕ теме пăхать хăшĕ-пĕри. Чăнлăх та пур, мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче кунта "Южный" сысна комплексĕн апат хатĕрлекен цехĕ пулнă. Анчах районта йĕркеллех ĕçлесе пыракан хуçалăхсене панкрута кăларнă тĕслĕхсене аса илсен И. Владимировăн умĕнче те икĕ çул тăни каламасăрах паллă. Вăл тĕрĕс утăм туса хуçалăха ура çине тăратрĕ, кивĕ объектсене юсаса ĕçе кĕртрĕ, унсăр пуçне пурлăхпа техника базине çуллен пуянлатма вăй-хăват çитерсе пырать.
Шухăш Константин
УГЛЕВ, Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ:
- "Корма" агрофирмăн çĕрĕн пысăк пайĕ Туçа ял тăрăхĕнче вырнаçнă. Иван Петрович Владимиров ертỹçĕ усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртрĕ. Унăн яваплăхĕ питĕ пысăк. Хирĕсем таса, тухăçĕ те пысăк. Çĕр пайне арендăна панисемпе те килĕштерсе, пĕр сăмах тупса ĕçлет. Вăл вĕсене пĕр пайшăн икĕ центнер тырă парать. Выльăх тытакансем улăмне те илеççĕ. Çавăн пекех пĕлтĕр Туçари спортзала хута янă чухне те пысăк пулăшу кỹчĕ.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |